Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта джаз чăвашла янăрать

Çамрăк юрăçăн Вера Кожеманован ӗнер Хусанти «Старый рояль» Jazz-cafe-ре чăвашла этно-джазӗн премьери аншлагпа иртрӗ.

Çамрăк юрăçăн Вера Кожеманован ӗнер, октябрӗн 5-мӗшӗнче, Хусанти «Старый рояль» Jazz-cafe-ре иртнӗ чăвашла этно-джазӗн премьери аншлагпа иртӗ. 58 вырăнлă кафери сӗтелсене темиçе кун маларах йышăнса хунипе нумайăшӗн валли вырăн та юлмарӗ. Чăваш  хӗрӗ мӗнле юрланине итлеме-курма хусансем кăна мар, шупашкарсем те килнӗччӗ. Чăваш юрри вăл юрлама пӗлсен джазра та хитре илтӗннине ӗнентерчӗ çамрăк юрăç. Вера Кожеманова малалла та пире çӗнӗ юрăсемпе савăнтарасса иккӗленместпӗр, мӗншӗн тесен вăл аталанма чарăнмасть. Нумай пулмасть Раççей тава тивӗçлӗ артистки, Г.Тукай ячӗллӗ тутар патшалăх филармонийӗн оркестр директорӗ Лидия Ахметова та унпа ӗçлес кăмăллине пӗлтӗмӗр. 

 Чăваш юрри ӗлӗкрен тарăн шухăшлă, чуна пырса тивекен кӗвӗллӗ пулнă-ха, анчах акă ӗнтӗ икӗ теçетке çул ытла пӗр евӗрлӗ, тӳнкки-тӳнкки пушă попса çӳпӗлет ăна.  Халăха вара чунри çитмӗл çичӗ хӗлӗхе перӗнсе хумхантаракан чăн-чăн искусство кирлӗ. Чӗлхемӗр майпен-майпен манăçа тухса пырать пулсан та Вера Кожеманова пек юрăçсем çуралма пăрахман иккен-ха.

Уйрăмах палăртма кăмăллă, Хусан чăвашӗсен чăн-чăн искусствăпа киленме майӗсем тупăнсах тăраççӗ. Октябрӗн 21-мӗшӗнче «Старый рояль» Jazz-cafe-рех тепӗр чăваш юрăçи – хальхинче Санкт-Петербургри Tanina L'Odore юрăç ретро-джаз юрлать.  Афишăна шанас пулсан вăл пире чăвашпа бразили юрă искусствин параллелӗпе паллаштарать. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России