Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Вячеслав Христофоровăн чечексене пайлама тиврӗ

Чаплă юрăçăн Иван Христофоровăн ывăлӗ Иван Христофоров-кӗçӗнни сцена çине ашшӗ пекех гитарăпа тухса унăн юррисене юрлама тытăнсан, залра шăна вӗçни те илтӗнчӗ.

Октябрӗн 25-мӗшӗнче Хусана Вячеслав Христофоров концертпа килчӗ. Ун юррисене кăмăллакансем сахаллăн мар кунта, çавăнпа яланхи пекех билетсене чылай маларах туянса хучӗç. Юратнă юрăçа парнелемешкӗн чечек çыххисемпе килнисем те нумайăн пулчӗç. Анчах та пач кӗтмен япала пулса тухрӗ. Залри чечексене Вячеслав Христофоровăн хальхинче тепӗр юрăçпа, Иван Христофоров-кӗçӗннипе, пайлама тиврӗ. Нумай пулмасть пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлнă чаплă юрăçăн Иван Христофоровăн ывăлӗ Иван Христофоров-кӗçӗнни сцена çине ашшӗ пекех гитарăпа тухса унăн юррисене юрлама тытăнсан, залра шăна вӗçни те илтӗнчӗ. Хитре юрра, сасса итлесе киленчӗ куракан çав самантра, хăшӗ-пӗрин куçӗсене куççуль те йăлтăртатрӗ. Пӗри Христофоров-аслине асăнчӗ пулсан, тепри ывăлӗн пултарулăхӗ те ашшӗнничен кая марришӗн савăнчӗ. Никама та хумхантармасăр хăвармарӗ Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнă çамрăк юрăç. Иван Христофоров ашшӗн юррисене кăна мар, ыттисене те питӗ ăста шăрантарчӗ. Ăна кашни юрă хыççăн тата тепӗр юрă юрлама ыйтса темӗнччен алă çупрӗ халăх. Çапла вара чăваш эстрадинче тепӗр çутă çăлтăр çуталчӗ тесен те юрать пуль, вăл – Христофоров-кӗçӗнни. Эппин, тепре тӗл пуличчен! (К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России