Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КИПЕККАССИНЧЕ ХĂШ УРАМ ВĂР–ВАРТАРАХ?

Пăва районӗнчи Кипекассинчи урамсем Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунӗнче шахматла, хоккейла выляса тата йӗлтрӗпе чупса ăмăртнă.

Пăва районӗнчи Кипеккасси Культура çурчӗ ял çыннисем валли питӗ интереслӗ мероприяти хатӗрленине пӗлтерет Светлана Иванова. Урамсем хушшинче ăмăртусем ирттернӗ вӗсем. Кун пек чух килте мӗнле ларăн-ха? Çавăнпа палăртнă вăхăта кипекассисем ялти клуб çуртне пуçтарăннă та. Кунта чăн-чăн уяв атмосфери хуçаланнă. Ял çыннисем шахматла, мечӗкпе хоккейла выляса, йӗлтӗрпе чупса ăмăртнă.

Çӗнтерӳçӗсене Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Владимир Ильин саламланă, Сергей Геннадьевич Мулеев («Сливки» тулли мар яваплăхлă общество) вара парнесем парса хавхалантарнă. (С.Иванова сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана