Сувар

Кире пукан паттӑрӗсем Хусанта пухӑнаҫҫӗ

Эсир пӗлнӗ-и, Тутарстанри кире-пукан спорт федерацийӗн президенчӗ Салават Фатхетдинов пулнине?

Июнӗн 13-16-мӗшӗсенче Хусанта пӗрремӗш хут кире пукан спорчӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. 

Ӑмӑртусем арҫынсен хушшинче "вӑрӑм цикл", "двоеборье", "эстафета", хӗрарӑмсен хушшинче "вӑрӑм цикл" тата "рывок" дисциплинӑсенче иртеҫҫӗ. 

Вӑрӑм цикл - икӗ кире пуканне кӑкӑр тӗлӗнчен харӑс тӗртсе ҫӗклемелле. Кашни ҫӗклемессерен кире пуканӗсене антармалла. 

Реклама

Ӑмӑртусене Тутарстанри, Мускаври, Питӗрти тата ытти ҫӗр и 38 команда - пурӗ 200 ытла спортсмен хутшӑнать. Вӗсенчен ҫирӗмӗшӗ Тутарстанран. 

Единоборствосен "Ак Барс" керменӗнче иртекен ӑмӑртусен тӗп судьйи Сергей Кириллов. 

Теги: Спорт
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: