Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КИВӖ ЙӖЛМЕЛӖН АСАМЛĂ ТӖНЧИ

Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Йӗлмел шкулӗнче Тăван чӗлхе кунӗнче 7-10-мӗш классем хушшинче «Тăван чӗлхе – асамлăх тӗнчи» викторина иртнӗ.

Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Йӗлмел шкулӗ те Тăван чӗлхе кунне питӗ интереслӗ мероприяти ирттерсе паллă тунă. 7-10-мӗш классем хушшинче «Тăван чӗлхе – асамлăх тӗнчи» викторина иртнӗ кунта. Чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Светлана Николаевна Колесникова пӗлтернӗ тăрăх, ачасем викторина вăхăтӗнче чăваш фольклорӗпе паллашнă, ребуссен тупсăмӗсене шыранисӗр пуçне тата чăвашла сăвăсем те каланă.

Кивӗ Йӗлмел ачисем Тăван чӗлхе кунӗнче кăна мар, куллен тăван чӗлхепех калаçаççӗ-ха хальлӗхе. Хăш-пӗр ашшӗ-амăшӗн сӗнӗвне пула шкулта тăван чӗлхе вырăнне чăваш чӗлхине мар, вырăс чӗлхине суйланă пулин те ачасем чăваш пулсах ӳсчӗрччӗ-ха. (С.Колесникова сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование