Сувар

Коронавирус районсене çитрӗ

Тутарстанра талкăра тепӗр 21 çынна коронавирус ернӗ. Вӗсенчен 8-тӗслӗхӗ ютран кӳни, тепӗр 13-шӗ чирлисемпе хутшăннипе чирлени.

 Шел те, коронавируспа çыхăннă лару-тăру апрелӗн 16-мӗшӗнче япăхланнине пӗлтерчӗç. Маларах чирленисем Хусанта тата Хусан çывăхӗнчи виçӗ районта кăначчӗ пулсан, статистикăна тата темиçе район кӗчӗ. Çапла вара Хусанта  – 8,Çырчаллинче  – 5, Лайăш, Азнакай, Балтаси, Пăва, Мамадыш, Саба тата Теччӗ районӗсенче  – 1-ер. Чирленисен хушшинче 18 çула çитмен ачасем те 70-80 çултисем те пур.  7 – шӗ 60-70 çултисем. Юлашки вăхăтра ялсене Мускавра вахта мелӗпе ӗçленӗ çынсем таврăнчӗç. Эппин, инфекци палăрнă районсен списокӗ ӳсессе кӗтмелле. Тăвансем, хăвăра тата юнашаррисене упрăр. Профилактика мери пушă сăмах мар!

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: