Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Коронавирус: санран, манран, пиртен килет

Тӗнчипе сарăлса пыракан хăрушă вирусран юнашаррисем вилме тытăнсан кăна ăса кӗретпӗр пулмалла эпир. РФ Президенчӗн В.Путинăн чире сарăлма чарас сăлтавпа пурин те килте лармалли, апат-çимӗçпе аптекăсемсӗр пуçне мӗнпур лавккана, суту-илӳ çурчӗсене, халăх йышлăн пухăнакан ытти вырăнсене хупмалли çинчен Указне пăхăнманнисем те пур.

Тӗнчипе сарăлса пыракан хăрушă вирусран юнашаррисем вилме тытăнсан кăна ăса кӗретпӗр пулмалла эпир. РФ Президенчӗн В.Путинăн чире сарăлма чарас сăлтавпа пурин те килте лармалли, апат-çимӗçпе аптекăсемсӗр пуçне мӗнпур лавккана, суту-илӳ çурчӗсене, халăх йышлăн пухăнакан ытти вырăнсене хупмалли çинчен Указне пăхăнманнисем те пур.

 Чистай хулин полици сотрудникӗсем кальянлă кафе-барсене тӗрӗслеме тухсан хулари пӗр заведени ним пулман пекех ӗçленине асăрханă. Ахăртнех хуçа укçа çухатас темен. Халӗ вара унăн тупăшсăр тата нумайрах ларма тивет, эпидеми вăхăтӗнче йӗркене пăснăшăн заведение 60 талăка хупнă.

33-ри Чистай хӗрарăмӗн те кӗсйи сисӗнмеллех пушанӗ. Мартăн 13-мӗшӗнче кăна ют çӗршывран канса килнӗскере, 14 кунлă карантина пăхăнма хушнă, унăн вара килте ларасси килмен. Çапла майпа ыттисен сывлăхӗшӗн хăрушлăх кăларса тăратнă. Халӗ унăн куншăн штарф тӳлеме тивет.

Яваплăрах пулмалла

Хусанта пурăнакан 90-ри ватă пӗлӗшӗм те акă асăрхаттарнине хăлхана чикмест. Куллен урама тухать. «Паян вилетӗп-и, ыран-и – маншăн пурпӗрех», – тет çеç алă сулса. Чир çаклансан сараканни хăй пуласси çинчен шута илмест. Тӗрӗссипе, коронавирус малтан иммунитечӗ хавшанă çынсене, апла-тăк ватăсене, ерет. Енчен те çынсем массăллă чирлесе больницăна çакланчӗç пулсан, медицина саккунӗсемпе сортировка пуçланать. Ун чух тухтăрсем ваттине мар, çамрăккине, ача кӗтекен хӗрарăма мар, нумай ачаллă аннене çăлма тăрăшӗç. Çавăнпа та, тăвансем, акă мӗншӗн яваплăрах пулмалла, сăлтавсăр килтен тухмалла мар. Пӗр эрнене ӗçрен хăтарнине хăшӗ-пӗри отпуск вырăнне йышăнни пысăк йăнăш. Ку вăл коронавирус сарăласран профилактика. Ученăйсен шучӗпе, Раççейре эпидеми пикӗ çитмен-ха, вăл апрель вӗçне, май пуçламăшне тӳр килмелле.

«Пулăшу» порталӗ

Хальхи вăхăтра килте ларасси кичем тени иртӗхсе нăйăлтатни кăна, хальччен алă çитмен ӗçе пурнăçласа вăхăта усăллă ирттерме пулать, телевизор-интернет пур. Ытти регионсемпе танлаштарсан, ку енчен тутарстансен ӳпкелешме сăлтав çук. «Цифра экономики» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн, ТР Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министерстви «ИТ-парк» командипе пӗрле халӗ кăна Yardam.ru («ярдем» тутарларан «пулăшу» тесе куçать) портала хута ячӗ. Унта пӗтӗмпе 140 сервис: апатпа эмел тивӗçтерессипе, инçетрен ӗçлемеллипе бизнес илсе пымаллипе çыхăннисем, федераллă тата республика хӗрӳ линийӗсем тата ытти те.  Yardam.ru портала тутарстансене пулăшас кăмăллă хуть мӗнле компани те хутшăнма пултарать.

Штрафсем

РФ Федераци Канашӗ мартӑн 31-мӗшӗнче Административлӑ йӗркене пӑснисем çинчен калакан кодекса кӗртекен улшӑнусене ырланӑ.
Çапла, инфекци сарӑлас хӑрушлӑх пулнӑ вӑхӑтра самоизоляци режимне пӑхӑнманшӑн коронавирус ертмен гражданина 15 пинрен пуçласа 40 пин тенкӗ таранччен штраф пама пултараççӗ.

Должноçри çынсем валли штрафсен суммисем 50 пинрен пуçласа 150 пин тенкӗ тарана çитнӗ, юридици сӑпачӗсем валли штраф 200-500 пин тенкӗ е ӗçне 30 куна чарса лартаççӗ.

Енчен те гражданин самоизоляци йӗркине пӑснине пула тепӗр çын сывлӑхне сиен кӳнӗ е вӑл çавна пула вилсе кайнӑ пулсан, кунта преступлени палăрăмӗсем çук пулсан та, гражданинран 150 пин тенкӗрен пуçласа 300 пин тенкӗ таранччен штраф илме пултараççӗ. Должноçри çынсемшӗн çак штраф 300-500 пин тенкӗ пулать. Юридици сӑпачӗсене 500 пин тенкӗрен 1 миллиона çити штраф тӳлеттерме пултараççӗ.

Ятарлă ирӗк илмелле

ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин самоизоляци вӑхӑтӗнче куçса çӳреме ятарлӑ ирӗк илмелли йӗркене палӑртакан постановление алӑ пусса çирӗплетнӗ.

Гражданин 2590 номер çине тӳлевсӗр SMS ярать, çакӑн пек текстпа: РЕГИСТРАЦИЯ# Хушамат Ят Ашшӗ ячӗ#паспорт серийӗпе номерӗ#пурнакан адрес#Согласен(а) на обработку персональных данных. Тӗслӗхрен, РЕГИСТРАЦИЯ#Иванов Иван Иванович#9219963250#Казань Нигматуллина 5 квартира 9#Согласен(а) на обработку персональных данных.

Хирӗç ӑна SMS ярса параççӗ, регистраци кодне çырнӑ.
Унтан çыннӑн 2590 номер çине тепӗр SMS ямалла, унта "ЦЕЛЬ" тесе çырмалла та куçса çӳрессин тӗллевне вырӑсла çырса кӑтартмалла.
Ирӗк пама пултараççӗ çак тӗллевсене кӑна: килте никампа хӑвӑрма çук ачана садика леçме, больницăна е ветеринари пунктне кайма, виле пытарма кайма, паспорт илме е çӗнӗрен тутарма. Унсӑр пуçне дачӑна кайма, почтӑна çитсе килме, кредит организацийӗсене кайма ирӗк илме пулать. Çавӑн пекех чирлӗ тӑвансем патне эмел е апат-çимӗç леçме, вӗсене пулӑшу пама кайма ирӗк илме пулать.

Енчен те гражданин хирӗçле SMS илчӗ-тӗк, унта куçса çӳреме ирӗк паракан уникаллӑ код пулмалла тата унӑн срокӗсем.
Çав вӑхӑтра, ӗçе çӳрекен çынсем валли ӗçрен паракан справка кӑна кирлӗ пулать. Машинăра ларакан кашни çыннӑн справка е ирӗк паракан код пулмалла.

Ватӑ çынсене апат-çимӗçпе эмелсем леçекен волонтерсене куçса çӳремелли справкӑсене ТР Çамрӑксен ӗçӗсен министерстви парать.
Çывӑхри лавккара апат-çимӗç туянма, аптекӑна кайма, килти выльӑха уçӑлтарма, çӳп-çап тӑкма тухма ирӗк илмелле мар.
Ку йӗрке пурне те пырса тивет.

Волонтерсем ватăсем патне васкаççӗ

Кунсăр пуçне ТР Президенчӗн хушăвӗпе республикăра ватăсене пулăшма волонтерсене явăçтарнă. Телее, çӳлерех асăннă старик пек ăссăрла хăтланакансем çав териех нумай мар пирӗн. Хусанта пурăнакан ватăсем юлашки кунсенче волонтерсен пулăшăвӗпе усă курма тытăннине хыпарлать «Татар-информ» ИА. Волонтерсем вӗсене лавккаран, аптекăран апат-çимӗç, эмел кӳрсе параççӗ. Заявкăна пенсионер 8-800-200-34-11 телефонпа шăнкăравласа штаба пӗлтерет, пӗрлех хăйне мӗн кирлине калать. Волонтер çула май лавккана, аптекăна кӗрсе мӗн кирлине туянать. Çапла ватă çыннăн ăна ниçта тухмасăр кӗтсе лармалли кăна юлать. Кунсăр пуçне волонтер ÇКХ услугисемшӗн тӳлеме, пухăннă çӳп-çапа пăрахма тата йытăсене уçăлтарса кӗме пулăшать. Анчах асăрханăр, ятарлă бейдж пурри кăна чăн-чăн волонтер, вăл хăйӗн услугисемшӗн пӗр пус та укçа илмест. Иртнӗ эрнере волонтерсен штабӗ Хусанта 200 ватă çынна пулăшнă. Ку эрнере кăтарту самай ӳсӗ.

Килех кӳрсе параççӗ

Коронавирус инфекцине сарăлма парас мар тесе Тутарстан арграрийӗсем те çӗнӗлле ӗçлеççӗ. Анат Кама фермерӗсем халăха кирлӗ апат-çимӗçе заявкăпа тивӗçтерме тытăннă. Урăхла каласан, апат-çимӗçе тасатса çынсене килех кӳрсе параççӗ. Калăпăр, борщ пӗçерме кирлӗ апат-çимӗç –  80, ӗне ашӗнчен тунă фаршăн килограмӗ 320 тенкӗ. Енчен те заказ 500 тенкӗрен ытларах-тăк, фермер çул укçи илмест. Заявкăсем фермерсене Анат Камăран кăна мар, Çырчаллинчен те килеççӗ иккен.

Ялта çерçи выçă вилмест

Çӗпрел районӗнчи çынсен те вăхăтлăха килте ларма тивет. Кунта та ытти çӗрти пекех, апат-çимӗç лавккисемпе аптекăсемсӗр пуçне ытти учрежденисем  ӗçлемеççӗ. Сăлтавсăр район центрне кӗме юрамасть. Ялсенче эрнесерен иртекен йăлари пӗчӗк пасарсене те ӗçлеме чарнă. Кун пек мерăсем ял çыннисемшӗн хальлӗхе йывăрлăх кӳмелле мар, ялти пасарсене, тӗслӗхрен, çынсем, уйрăмах пенсионерсем, кирлине туяннинчен ытла ял-йыша курма тухаççӗ. Хуласенчен аякра пулсан та, Çӗпрел районӗн тӗп больници  коронавируспа чирлекенсене йышăнма хатӗр. Телее, хальлӗхе районта пӗр тӗслӗх та палăрман-ха. Нумай пулмасть ют çӗршывран таврăннă 4 çын вара самоизоляцире.

Нурлатăн пăшăрханма сăлтав çук

Нурлат хулипе районӗн тухтăрӗсем ют çӗршывран таврăннă 23 çынна тимлӗхре тытаççӗ. Район больницин тӗп тухтăрӗн Айдар Сагдеевăн сăмахӗсемпе, вӗсен сывлăхӗ хальлӗхе япăхланман. Самоизоляцие мӗнле пăхăннине полиципе Роспотребнадзор тӗрӗслесе тăрать.

Никам та сыхланман

Пăва районӗнчен те сисчӗвленмелли хыпар пур. Коронавируспа чирленӗ пациентпа хутшăннă Раккасси хӗрарăмӗ карантинра. Вăл Ульяновскри больницăра ӗçлет-мӗн. Март уйăхӗн варринче хула больницинче Англирен коронавируспа чирлесе таврăннă çул çитмен ача сипленнӗ. Унпа хутшăннă медперсонала пурне те карантина янă. Ентешӗмӗр халӗ ялта, анчах та ял хутлăхӗн пуçлăхӗ В.Сюрмин çирӗплетнӗ тăрăх, хӗрарăм мăшăрӗпе пӗрле карантин йӗркине пăсмасть. Вӗсен сывлăхне вырăнти фельдшер тимлӗхре тытать.

Куратпăр ӗнтӗ, лару-тăру шухăшлаттарать. Çапах та сывă юлас тесен чăтамах тивет. Коронавирус куçа курăнмасть, çавăнпа хăрушлăх кашни утăмра. Акă мӗншӗн профилактика мерисене çирӗп пăхăнмалла. Хамăр пирки, юнашаррисем çинчен шутласа килте лармалла. Хуларан яла таврăнни те лару-тăрăва лайăхлатмасть, тăванăрсен сывлăхӗшӗн хăрушлăх.

Паянхи куна коронавируспа статистика çапларах: Раççейре 4731 (25-шӗ Тутарстанра) çын чирленӗ, 333-шӗ (2-шӗ Тутарстанра) сывалнă, 43-шӗ вилнӗ (Тутарстанра 0).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: коронавирус