Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Коронавируспа чирлӗ пилӗк çыннăн сывлăхӗ йывăрланнă

Апрелӗн 15-мӗшӗнче Тутарстанра коронавируспа чирленӗ çӗнӗ тӗслӗхсем çук. Çапах та маларах чирленӗ пилӗк çыннăн сывлăхӗ йывăрланнă. 

 Хальхи вăхăтра Тутарстан больницисенче коронавирусран 90 çын сипленет. Пӗтӗмпе çак чир 107 çынна ернӗ. Вӗсенчен 3-шӗ – медицина ӗçченӗсем.Телее, иккӗмӗшӗсен сывлăхӗ хăрушлăхра мар. Пӗтӗмпе республикăра ку чиртен 17 çын сывалнă. Паянхи кун 58-шӗ стационарта выртать, тепӗр 32-шӗ амбулатори сиплевӗнче.1523 çын медицина ӗçченӗсен тимлӗхӗнче. Хальлӗхе вилнисем çук.

 РФ Президенчӗ В.Путин Раççейре коронавирус пикӗ çитменнине пӗлтерчӗ. Юлашки талăкра çӗршывра тата 3388 çынна Covid-19 вирус ернӗ. Паянхи кун тӗлне пӗтӗмпе 24 тыс. 490 çын чирлӗ, вӗсенчен 198-шӗ вилнӗ. Тăвансем, хăвăра упрăр, профилактика мерисем çинчен ан манăр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: коронавирус