Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Красноярск чăвашӗ Раççейре пӗрремӗш!

Коммерцилле мар тата обществăлла организацисен лидерӗсен Пӗтӗм Раççейри конкурсӗнче Красноряск крайӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Геннадий Иванович Храмов I вырăн йышăнса ылтăн медале тата диплома тивӗçнӗ.

Раççей Федерацийӗн Наци политикин 2025 çулчченхи стратегийӗпе килӗшӳллӗн, ноябрӗн 21-23-мӗшӗсенче Пермь крайӗнчи Усть-Качкăра Наци пӗрлӗхӗсен Пӗтӗм Раççейри форумӗ иртрӗ. Раççейри 45 регионтан 500 ытла делегат хутшăннă унта. Форумра чи пӗлтерӗшли –  РФ наци политикин сферинче ӗçлекен коммерцилле мар тата обществăлла организацисен лидерӗсен конкурсӗ пулнă. Красноярск крайӗнчи делегаци форумра хăйсен ӗçне тивӗçлӗн кăтартнине хыпарлаççӗ красноярсксем.

Палăртса хăвармалла, асăннă конкурс икӗ тапхăрпа итет. Пӗрремӗшне Раççейри 70 ытла лидер хутшăннă пулсан, иккӗмӗшне 24-шӗ кăна тухайнă. Красноряск крайӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн проекчӗ пуринчен вăйлăрах пулнине палăртнă. Çапла вара хӗрӳ тупăшура автономи ертӳçи Геннадий Иванович Храмов I вырăн йышăнса ылтăн медале тата диплома тивӗçнӗ. Кунсăр пуçне красноярсксем форумран «Раççей Халăхсен Ассамблейине 20 çул» юбилей медалӗпе те таврăннă. Саламлатпăр! (Г. Храмов сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России