Криминал
Вырăнти фельдшер арçынна пӗрремӗш пулăшу парса ӗлкӗрнӗрен пурнăçӗ унăн халь хăрушлăхра мар
ХЛОРКА ДУХИ МАР
Февралӗн 22-мӗшӗнче Çырчалли больницине хлоркăпа наркăмăшланнă 9 çынна (вӗсенчен 8-шӗ 7-17 çулсенчи ача) илсе килнӗ. Çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă.
Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, иртнӗ кану кунӗсенче темиçе çемье пӗрле пуçтарăнса «Тонус» кану базинче саунăпа бассейнлă çурта тара илнӗ пулнă. Ачасемпе çул çитменнисем тӳрех бассейна чăмнă. Шывра сехет ытла та пулнă вӗсем. Кăшт вăхăт иртнӗ хыççăн хăйсене япăх туйма тытăннă – куçӗсем хӗрелнӗ, пуç çаврăнма, хăсма тытăннă. Телее, вӗсен пурнăçӗшӗн хăрушлăх çук.
Çынсем наркăмăшланнăран кану базине тӗрӗслев çитнӗ. Сывлăшпа шыва проба илсе экспертизăна ăсатнă. Шывра хлорка шайӗ нормăран иртмен, сывлăшри вара кирлинчен 3 хут пысăкрах пулни палăрнă.
КӲРШИ ÇĂЛНĂ
Лениногорск районӗнчи Урмышла ялӗнче каç енне пӗр çуртра тухнă пушар чутах тепӗр пысăк инкекпе вӗçленмен. Телее, 15-ри кӳрши çитсе ӗлкӗрнӗ. Çурт çунма тытăннине чи малтан арçын ачапа унăн тăван мар ашшӗ курса пулăшăва васканă иккен. Асли пушар сӳнтерекен машинăна кӗтме хирӗç чупнă хушăра кӗçӗнни çунакан çурта вирхӗнсе кӗнӗ те хӗмленекен телевизор патӗнче урайӗнче тăнсăр выртакан кил хуçине асăрханă. Аллинчен тытса урама сӗтӗрсе тухнă, унтан кӳршисемпе пӗрле çывăхри çурта йăтса кайнă. Вырăнти фельдшер арçынна пӗрремӗш пулăшу парса ӗлкӗрнӗрен пурнăçӗ унăн халь хăрушлăхра мар. Пушарăн сăлтавӗ – электрооборудование тӗрӗс мар çыхăнтарни.
ХВАТТЕРТЕ САУНА?
Елабуга хулинчи нумай хутлă çуртри пӗр хваттерти саунăра тухнă пушара пула ытти хваттерсенчен 24 çынна, çав шутра виçӗ ачана, эвакуациленӗ. Вӗсенчен 15-шне авточикмекпех антарма тивнӗ. Телее, пушара вăхăтра сӳнтерсе ӗлкӗрнипе 9 тăваткал метр кăна çуннă. Нумай хутлă çурт, çитменнине хваттер, сауна вырăнӗ мар та çав...
ПАРНЕ САНА, ЧУНĂМ!
Пăва районӗнчи ял хутлăхӗсенчен пӗрин пуçлăхӗ закона пăсса арăмне 103 пин тенкӗлӗх çӗр пайӗ парнеленӗ. Суя выпискăна пичет лартса алă пусма та шикленмен. Çапла майпа должноçри полномочисене ӳстернӗшӗн пуçлăхăн халӗ уголовнăй явап тытма тивет.
РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри управленийӗн материалӗсем тăрăх Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев