Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ку темăна хускатма та çăмăл мар, çапах та пурпӗрех хамăн шухăша калас килет

Çул çинчи хӗрессем кирлех-ши?

Эпир пурте автотрассăпа çӳретпӗр: кам – хăйӗн машинипе, кам – автобуспа. Çул айккине пăхăр-ха – хăш чухне масар тăрăх пынăнах туйăнать: икӗ енӗпе те палăксем, хӗрессем, асăну плитисем вырнаçнă.

Автоаварире вилнисене асăнса лартнă-ха вӗсене, ăнланатпăр. Анчах та вилнӗ çынсене масар çине илсе кайса пытарнă вӗт ӗнтӗ, ӳчӗсем унта канлӗх тупнă, вӗсен вилтăпри пур, ун çине хӗрес (Христос тӗнне ӗненекенсем) е çурла уйăх палли (ислам тӗнне ӗненекенсем) те туса лартнă, ятне çырнă, сăнӳкерчӗкне вырнаçтарнă. Çывăх çыннисем унта пырса ăна асăнаççӗ, кӗлӗ вулаççӗ... Чунӗ тухнă, чыслă пытарнă çынна тата мӗн кирлӗ?

Ыйтусем сиксе тухаççӗ: пӗр çыннах çул çинче, хирте тата тепӗр палăк ма лартмалла-ха, ма тавралăха илемсӗрлетмелле? Икӗ вырăнта палăк лартнипе вилнӗ çын чӗрӗлсе тăрать-им? Пирӗн çӗршывра машинăпа çапăнса вилни пысăк паттăрлăх шутланать-шим вара? Апла ытти сăлтавсене пула вилнисене хирте мӗншӗн палăк лартмаççӗ?
Вилӗм саманчӗ çитсен çын таçта та йăванса кайма пултарать: пӳртре те, картишӗнче те, пахчара та, урам варринче те, хирте те, ӗç пӳлӗмӗнче те... Вара кашни вырăна палăк лартмалла-и? Сăмахран, çын шкул е клуб умӗнче йăванса кайса вилнӗ пулсан мӗн тумалла? Унта та палăк кирлӗ пулать-и?
Миçе ют çӗршывра пулнă эп – кун пеккине курман, Раççейре вара ку пулăм анлă сарăлнă. Пирӗн çӗршывра çулталăкра çул çинчи  автоаварисенче вăтамран 30 пин çын вилет. Кашнине çул хӗрринче палăк лартсан пирӗн автотрассăсем мӗне çаврăнаççӗ? Ку пулăма кам йӗркелесе тăрать-ши?
Ман шутпа, ку ыйту пирки обществăн, влаçăн, депутатсен шутласа пăхма вăхăт çитнӗ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Кроме того к огороженным памятникам не может добираться дорожная техника. в результате они зарастают бурьяном, сорной травой.