Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

КУБОК ХАЛЬХИНЧЕ ТЕ ПĂВАРА ЮЛЧӖ

Вӗсен йышӗнче кăçал пӗрремӗш хут чăваш каччи, Пăвари Никита Ильин («Сувар» кубокне пӗрре мар хутшăннă çамрăк футболист) та пурччӗ. Тӗп судьян сăмахӗпе, унăн ку енӗпе пултарулăхӗ пур, тен, вăхăт çитсен вăл та арбитрсен шкулне иртӗ. 

 «Сувар» хаçатăн проекчӗсем нумай, вӗсем тăван чӗлхепе, культурăпа кăна мар, спортпа та çыхăннă. Çуллен Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалласа шкул ачисен хушшинче футбол турнирне ирттересси çирӗп йăлана кӗчӗ.  Кăçал вăл Пăва хулинче 8-мӗш хут иртрӗ.Унта кӳршӗллӗ регионсем те хаваспах хутшăнаççӗ. Хальхинче те «Сувар» кубокӗшӗн 7 команда (2009-2010 çулта çуралнă ачасем) кӗрешрӗ: «Пăва-1», «Пăва-2» (Пăва хули), «Çӗпрел» (Çӗпрел районӗ), «Хирти Кушкă» (Пăва районӗ), Чăваш Енри Елчӗк районӗнчен «Елчӗк», «Аслă Елчӗк» тата «Яманчурел». 

Хулари стадиона çулталăкра пӗрре чăваш сассипе тултаракан турнир вăл. Тренерсем, вӗсенчен те ытларах куракансем, хăйсен командисемшӗн мӗнле çунса ларнине курсанччӗ эсир. «Сылтăмран хӳтӗле! Тапăн! Тап! Выляса пулать-ха!» – илтӗнет тренерсен çирӗп сасси. «Гол!» – хавхалантараççӗ куракансем ачасене мечӗк хапхана кашни кӗмессерен... 

Çакнашкал чăн-чăн спорт уявӗ вăл. Çамрăк спортсменсене вăйăсăр  пуçне урăх нимӗн те ан хумхантартăр тесе мӗнпур майсем туса параççӗ йӗркелӳçӗсем. Çав шутра вӗри апатпа тивӗçтерессине те.  

«Сувар» хаçат турнира кăçал та Пăва район администрацийӗпе, ТР ЧНКАпа, Пăвари ЧНКЦпа тата Пăва çыннисен Хусанти ентешлӗхӗпе пӗрле ирттерчӗ. Хальхинче Пăвари футбола юратакан ветерансен пӗрлӗхӗ те хӗрринче юлмарӗ, ятарласа парне – футбол мечӗкӗсем – хатӗрлерӗ. Тав пурне те.

Турнир пуçланас умӗн спортсменсемпе куракансене «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И.Трифонова, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ К.Малышев, Пăва район Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Л.Шакирзянов, Пăва ентешлӗхӗн ертӳçи И.Закиров, Пăвари ЧНКЦ ертӳçи В.Ильин саламласа ăнăçу сунчӗç.

Кăçалхи турнир пӗр кăлтăксăр, çитменлӗхсемсӗр иртрӗ. Вăхăта вăраха тăсас мар тесе харăсах икшер ушкăн вылярӗ уйра. Вӗсен хушшинче тухнă çӗнтерӳçӗсем çурма финалта, унтан финалта вăй виçрӗç. Паллă ӗнтӗ, чи хӗрӳ тупăшу 1,2,3 вырăнсемшӗн. Сăмах май, Елчӗкпе Пăва командисен хушшинчи тупăшу çуллен хӗрӳленсе кăна пырать. Турнир йӗркелӳçисем хальхинче те акă кубока пӗр-пӗр чăваш ялӗ çӗнсе илессе тем пек шанчӗç пулсан та, Пăвасем алăран вӗçертмерӗç. Хальхинче 1,2 вырăнсемшӗн «Пăва-1» командăпа Чăваш Енри «Яманчурел» кӗрешрӗ. Яманчурелсем ку турнирта дебютантсем кăна пулсан та иккӗмӗш вырăна çӗнсе илейрӗç. «Пăва-1» спортшкулăн мар, ахаль шкул команди кăна пулнă пулсан, тен, пӗрремӗш вырăна вӗçертместчӗç-тӗр кӳршӗсем, анчах пăвасене вăйă тактикине лайăх пӗлни пулăшрӗ. 

Кăçал чи лайăх вылякан спортсменсене палăртрӗç. Çапла вара «Чи лайăх вратарь» ята – Денис Воронов («Елчӗк»), «Чи лайăх тапăнакан» – Артем Трифонов («Пăва-1»), «Чи лайăх çурма хӳтӗлевçӗ» – Арина Сергеева («Яманчурел») тивӗçрӗç, «Чи хитре гол» Родион Исмагиловăн («Пăва–1») тесе йышăнчӗç. Вӗсене Дипломпа тата ятарлă статуэткăпа  наградăларӗç.

III вырăна  – «Елчӗк» (тренерӗ Д.Портнова), II вырăна «Яманчурел» (тренерӗ Ю.Рахмуллин) йышăнчӗç.

I  вырăна вара «Пăва-1» (тренерӗ Р.Садыков) команда тухрӗ. Шăпах вăл тивӗçрӗ те «Сувар» кубокне. Командăсене Хисеп хучӗпе, çӗнтерӳçӗ командăсен спортсменӗсене пурне те медальсемпе чысларӗç. 

– Кун пек турнирсем иртни çав тери лайăх, кăçал 5-6-мӗш классене пуçтартăмăр. Хӗрачасем те хутшăнни савăнтарчӗ, кăçал вӗсем пирӗн иккӗн пулчӗç. Каникул пуçланнипе ачасене пуçтарма йывăр халь, апла пулсан та командăсем килчӗç. Елчӗксем ав виçӗ команда таранах пулчӗç. Килеççӗ, выляççӗ – ку çав тери аван. Ачасемшӗн савăнăç. Вăйă пахалăхӗ пирки калас пулсан, Пăва команди ыттисенчен уйрăларах тăчӗ, мӗншӗн тесен спорт шкулне çӳреççӗ, республика первенствинче выляççӗ. Урăхла каласан, вӗсен опычӗ пысăкрах. Ыттисем пурте пӗр шайрисемччӗ, – тесе хакларӗ кăçалхи турнира Ринат Фарукович Садыков тӗп судья.

Кăçалхи турнирта вăйă йӗркине пăснисем пулманнине уйрăммăн палăртрӗ вăл. Ку ӗнтӗ вăййа Хусанта арбитрсен шкулӗнчен вӗренсе таврăннă çамрăк арбитрсем хакланипе те çыхăннăччӗ-тӗр-ха. Вӗсен йышӗнче кăçал пӗрремӗш хут чăваш каччи, Пăвари Никита Ильин («Сувар» кубокне пӗрре мар хутшăннă çамрăк футболист) та пурччӗ. Тӗп судьян сăмахӗпе, унăн ку енӗпе пултарулăхӗ пур, тен, вăхăт çитсен вăл та арбитрсен шкулне иртӗ. 

Турнир ӗçне хутшăннă кашни специалист вăййа хăйӗн профильне кура  хаклать. Медицина сестрин Лилия Садыкован та акă хăйӗн хаклавӗ, уншăн чи пысăк çитӗнӳ – пӗр ача та аманманни. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт