Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЛАНА ПРУСАКОВА – ПИРӖН ЕНТЕШ

Лана Чăваш Енпе кăна мар, Тутарстанпа та тачă çыхăннă. Унăн кукашшӗ Юрий Афанасьевич Абрамов Нурлат районӗнчи Уксăмлă ялӗнче çуралса ӳснӗ.

Красноярскра çак кунсенче Пӗтӗм тӗнчери XXIX хӗллехи Универсиада пырать. Унта хутшăнакан спортсменсен хушшинче чăваш çамрăкӗсем те пур. Ак, тӗслӗхрен, Лана Прусакова. Вăл фристайлистка, слоуп-стайл дисциплинăра хăйӗн вăйне виçӗ. 18 çулти пике Универсиадăна Чăваш Республикинчен хутшăнать. Вăл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн вырăс, чăваш филологийӗсен тата журналистика факультетӗнче 1-мӗш курсра вӗренет.

Лана 2000 çулхи июнӗн 10-мӗшӗнче Çӗнӗ Шупашкар хулинче çуралнă. 2015 çултан халăхсен хушшинчи шайри ăмăртусене хутшăнать. 2016 çулта Çамрăксен хӗллехи Олимп вăййисенче çӗнтернӗ, Европа Кубокӗн тапхăрӗн призерӗ, Раççейӗн икӗ хутчен чемпионки, Раççей Кубокӗн пӗтӗмӗшле зачечӗн çӗнтерӳçи.

Лана Чăваш Енпе кăна мар, Тутарстанпа та тачă çыхăннă. Унăн кукашшӗ Юрий Афанасьевич Абрамов Нурлат районӗнчи Уксăмлă ялӗнче çуралса ӳснӗ. Çамрăклах Çӗнӗ Шупашкар хулине ӗçлеме кайса тӗпленнӗ, çемье çавăрнă. Светлана ятлă хӗрпе Владимир ятлă ывăл çуралнă Абрамовсен. Лана – Светланăн хӗрӗ. Ланăна Красноярскран çӗнтерӳпе таврăнма ăнăçу сунатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт