Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лăпкăн çывăр, Батя...

Каллех чӗрене çуракан хыпар... Украинăри ятарлă çар операцийӗнче Чăваш Çӗпрел (Çӗпрел районӗ) мăнукӗ, «Суворов» медальне, икӗ хутчен Паттăрлăх орденне тивӗçнӗ разведчик-офицер Андрей Валерьевич Колпаков паттăррăн пуç хунă. Ăна сентябрӗн 14-мӗшӗнче Самара хулинчи Мухтав аллейинче чыслăн пытарчӗç. Батальон командирне юлашки çула ăсатма килнӗ разведчиксем пӗлтернӗ тăрăх, Андрей Колпаков полковника Раççей Геройӗ ятне пама тăратнă.

Ентешӗмӗр Чăваш Çӗпрел ялне юлашки хут августăн 2-мӗшӗнче десантниксене халалланă стелăна уçма килнӗччӗ. СВО зонинчен отпуска таврăннăскер, аслашшӗ-асламăшӗн ялне килме вăхăт тупнăччӗ. Кӗрнеклӗ, ырă кăмăллă, шанчăклă... çапла юлчӗ вăл тăванӗсемпе çывăх çыннисен, ял-йыш чӗринче. Кăнтăр çар округӗнчи мотострелоксен уйрăм бригадишӗн вара ӗмӗрлӗхех – Батя. 

Андрей Колпаков (позывнойӗ Ермак) çапăçу хирӗнче чи хăрушă та яваплă ӗçе пурнăçланă – тăшман тылне разведкăна кайса чи кирлӗ информаци пухнă. Кашни çынах разведчик пулаймасть, кунта пуçпа ӗçлеме пӗлни кирлӗ. Апла пулин те командир-разведчик чи пысăк награда орден-медаль мар, заданисенчен хăйӗн салтакӗсене ырă-сывă илсе таврăнни тесе шутланă. Кашни салтакăн пурнăçне атте евӗр куç пек упранăшăнах ăна пурте хисеплесе тăванла Батя тесе чӗннӗ те.

Сăмах май, Андрей Колпакова 2014 çултах Крыма ирӗке кăларнă чух Украина чиккинче хăйӗн батальонӗпе паттăрлăх кăтартнăшăн патшалăх наградипе – «Суворов» медалӗпе – наградăланă. Ятарлă çар операцийӗнче чи хăрушă заданисене пурнăçланăшăн икӗ хутчен Паттăрлăх орденне тивӗçнӗ. РФ оборона министрӗн, Çар генералӗн С.Шойгун хушăвӗпе Андрей Валерьевич Колпакова сентябрӗн 4-мӗшӗнче полковник званине панă, Кăнтăр çар округӗнчи мотострелоксен уйрăм бригадин командирӗн çумӗ пулма çирӗплетнӗ. 

Сентябрь уйăхӗнче аманса контузи илнӗ командира госпитале çитерсен те унта выртса сипленме килӗшмен вăл, батальонри разведчиксене хăйӗн пулăшăвӗ сывлăш пекех кирлине кура тепӗр кунах передовойне таврăннă. Шел, сентябрӗн 8-мӗшӗнче черетлӗ заданирен сывă таврăнма пӳрмен ăна. 

– Лайăх командир, чăн-чăн воин кăна мар, пирӗншӗн атте вырăнӗнчеччӗ те вăл, батальона çӗнӗрен йӗркелерӗ, харпăр йыша (личный состава) тăшмана çӗнтерме вӗрентрӗ. Должноçпа ӳссе бригада командирӗн çумӗ пулма палăртсан та шанчăклă çывăх юлташчӗ вăл. Ачисемшӗн лайăх аттеччӗ, мăшăрӗпе ачисемшӗн пăшăрханатчӗ, хӗç-пăшаллă хирӗçтăрусене пӗрре мар хутшăннă ашшӗпе вара питӗ мăнаçланатчӗ, ун çинчен нумай каласа паратчӗ. Шантарсах калатăп, Андрей нихăçан та салтаксемпе разведчиксен çурăмӗ хыçне пытанмарӗ, яланах пӗрле передовойӗнчеччӗ. Пилӗкшер-ултшар кун разведкăра çӳрени те пулнă. Шел, командир пирӗнпе çук халӗ... Лăпкăн çывăр, Батя... – терӗ юлашки çула ăсатма килнӗ çар тусӗ ăна асăнса.

Андрей Колпаков 1980 çулхи кăначчӗ-ха. Çар профессине ăнсăртран суйламан вăл. Ашшӗ Афганистан, Çурçӗр Кавказри хирӗçтăрусен ветеранӗ, отставкăри полковник Валерий Федорович Колпаков уншăн яланах ырă тӗслӗх пулнă. Сăмах май, Валерий Федорович юлашки 10 çул çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парса тăван ялӗнче йӗлтӗр турнирӗ ирттерет. Ашшӗ пекех хăюллă офицер пулма ачаранах ӗмӗтленнӗ Андрей çак сăлтавпах 1998-2003 çулсенче Челябинскри танк институтӗнче вӗреннӗ. 2015 çулччен çарта тăнă. 

Украинăри ятарлă çар операцийӗ пуçлансан запасри подполковник хăй ирӗкӗпе Донбасс халăхне хӳтӗлеме кайнă. Унта мӗн пулса иртнине çын сăмахӗ тăрăх мар, хăй курнă офицер урăхла пултарайман.

Ентешӗмӗр Андрей Валерьевич Колпаков полковник ноябрӗн 18-мӗшӗнче 43 çул тултармаллаччӗ. Килте мăшăрӗ тата тăватă ачи тăлăха юлчӗç. Çемйишӗн, районшăн, çӗршывшăн калама çук пысăк çухату. Колпаковсен çемйипе, çывăх тăванӗсемпе эпир те тарăннăн хурланатпăр. Йывăр хуйха тӳссе ирттерме Турăран чăтăмлăх ыйтатпăр. 

Çакăн пек йывăр вăхăтра Тăван çӗршыв хӳтлӗхне тăнăшăн ӗмӗр-ӗмӗр тав сана, ентешӗмӗр! Йывăр тăпру çăмăл пултăр. (Колпаковсен, тăванӗсен, «Тăван ен» хаçат архивӗсенчи сăнӳкерчӗксем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

5

0

4

1

1

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Теги: Чувашии России