Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Матак чиркӗвӗн çӗнӗ купол

Февралӗн 25-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗнчи Раштав чиркӗвӗн (ялта пӗрремӗш чиркӳ 1861 çулта уçăлнă) куполне çӗннипе улăштарчӗç. Кунсăр пуçне Матак тата Ишлӗ масарӗсем çинчи çуртсем çине купол лартрӗç. Вырăнти пачăшкăпа Вячеслав Кузьмин иерейпе ял хастарӗсем тăрăшнипе пулчӗ ку ӗç. Куполсене Чăваш Енри Патăрьел районӗнче заказпа ăсталанă.

Спонсорсем ютсем мар, Матак тата Ишлӗ ялӗнчен тухнисемех. Чи пысăк пулăшăва Матак ялӗн мăнукӗ, Ульяновск хулинчи «КОМФОРТ ПЛЮС» сӗтел-пукан фабрикин хуçи Виктор Рафикович Абаев – 200 000, Мирный хулинче (Якути) шăл тухтăрӗ пулса тăрăшакан Дмитрий Витальевич Унькин – 100 000, Чăваш Енри Вăрнар районӗнчи Карл Маркс ячӗллӗ хуçалăх ертӳçи Валерий Филиппович Шумилов (Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалланă палăка çӗнетме маларах 80 000 тенкӗ куçарнă) 50 000 тенкӗ парса пулăшнă. 5–10-шар пин тенкӗ укçа куçаракансем те йышлăн, ял çыннисем хăйсем те май пур таран пулăшнă. Пӗтӗмпе 450 пин тенке ларнă çӗнӗ 4 купол. 

Чиркӳ йăлипе, куполсене вырнаçтарас умӗн вӗсене вырăнти пачăшкă Вячеслав Кузьмин иерей кӗлӗ вуласа çветить тунă. Чăн та, юр тарăннипе Ишлӗ масарӗ çине кăна купола лартайман-ха.

Пачăшкăпа ял хастарӗсен планӗсем тата пысăк, çăва тухсан чиркӗве тӗпрен юсасшăн вӗсем. 1933 çулта хупăннă чиркӗве 1994 çулта кивӗ шкул-интернат çуртӗнче уçнă. «Чиркӳ тăррине çӗнӗрен витесшӗн, чӳречисене улăштарасшăн эпир. Спонсорсем пулăшма шантараççӗ, ял халăхӗ хамăр та хӗрринче юлмăпăр»,– терӗ ял хастарӗ Владимир Старшов. 1Т.Каширских сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество