News by date 28 February 2025
-
Çӗпрелӗнчи Хулаçырми вăтам шкул директорне Тутарстанри Халăхсен ассамблейин Тав çырăвӗпе чысларӗç
Надежда Мокшинăна Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Тав хучӗпе чысласа хастар ӗçленӗшӗн тав турӗ.
-
Матак чиркӗвӗн çӗнӗ купол
Февралӗн 25-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗнчи Раштав чиркӗвӗн (ялта пӗрремӗш чиркӳ 1861 çулта уçăлнă) куполне çӗннипе улăштарчӗç. Кунсăр пуçне Матак тата Ишлӗ масарӗсем çинчи çуртсем çине купол лартрӗç. Вырăнти пачăшкăпа Вячеслав Кузьмин иерейпе ял хастарӗсем тăрăшнипе пулчӗ ку ӗç. Куполсене Чăваш Енри Патăрьел районӗнче заказпа ăсталанă.
-
Теччӗ чăвашӗсен ертӳçин Володар Тимофеевăн çемйи салтаксене пулăшать
Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах Теччӗри Чăваш наципе культура автономийӗ гуманитари пулăшăвне пухса леçес ӗçе хастар хутшăнать. Пӗр чăваш ялӗ те, предпринимателӗ те хӗрринче юлмасть. Автономин ертӳçи Володар Аркадьевич Тимофеев ку енӗпе хăй те тӗслӗх, мӗншӗн тесен çемйипех волонтерсем.
-
Тутарстанра ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсемпе вӗсен çемйинчи çынсем валли предприниматель ӗçӗпе курссем уçаççӗ
Ятарлă çар операцине хутшăннисене ӗçпе тивӗçтерес тата социализациленме пулăшас тӗллевпе республикăра вӗсене предприниматель ӗçӗн хăйевӗрлӗхӗпе паллаштарас, харпăр ӗçе йӗркелесе яма пулăшас тӗллевпе вӗрентме шутланă. Çапăçу хирӗнче пулнă хыççăн мирлӗ лару-тăрăва хăнăхма та вăхăт кирлӗ-çке? Унтан та ытларах пурнăçра çӗнӗрен хăв вырăнна тупасси.