Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Матак каччи 3-мӗш!

Темиçе кун каялла Шупашкарта  Чăваш Республикин паллă кӗрешӳçисене асăнса кӗрешӳпе уçă чемпионат иртнӗ.

Темиçе кун каялла Шупашкарта  Чăваш Республикин паллă кӗрешӳçисене асăнса  уçă чемпионат иртнӗ. Ăмăртăва Чăваш Енрен кăна мар, Тутарстанран та кӗрешӳçӗсем хутшăннă, пӗтӗмпе 200 çын. Çӗпрел районӗнчи Матак ял каччи, çамрăк спортсмен Николай Чукмаров та кавир çине тухнă çав кун. 55 тата ытларах килограмм виçе йывăрăшӗнче кӗрешсе 3-мӗш вырăн йышăннă.  Чăваш каччин черетлӗ çӗнтерӗвӗ пулчӗ вăл. Сăмах май, Николай мӗн пӗчӗкренех çак спортра, пӗрремӗш хăнăхусене Матак вăтам шкулӗнчи спорт секцийӗнче (тренерӗ В. Мердеев) илнӗ. Малашнехи пурнăçне те спортпах çыхăнтарма шутланă, хальхи вăхăтра Çӗнӗ Шупашкарти Олимп резервӗсен шкулӗнче вӗренет. (Н.Чукмаров архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт