Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МАТАК КАЧЧИН – II ВЫРĂН

Шупашкарта Чăваш Республикин первенствишӗн ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ ăмăртăва тӗрлӗ регионтан 150 ытла спортсмен хутшăннă. 57 килограмчченхи виçе йывăрăшӗнче Матак (Çӗпрел районӗ) каччи Николай Чукмаров II вырăн çӗнсе илчӗ.

Çак кунсенче Шупашкарта ирӗклӗ кӗрешӳпе Чăваш Республикин первенствишӗн ăмăрту иртрӗ. Унта тӗрлӗ регионтан 150 ытла спортсмен хутшăнчӗ. Кавир çине пирӗн ентеш, Матак (Çӗпрел районӗ) каччи Николай Чукмаров та тухрӗ. Вăл 1999-2001 çулхи, 57 килограмчченхи виçе йывăрăшӗнчи çамрăксен хушшинче II вырăн çӗнсе илчӗ. Саламлатпăр!
Ачаранах кӗрешӳпе кăсăкланакан Николай (шкулта вӗреннӗ чухнех спорт мастерӗ пулма тивӗçнӗ) хальхи вăхăтра Çӗнӗ Шупашкарти олимп резервӗсен спорт шкулӗнче вӗренет. (Н.Чукмаров сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт