Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мурманск тăрăхӗнче пӗрремӗш чăваш фестивалӗ иртрӗ

Май уйăхӗн 11-мӗшӗнче Мурманск хулинчи Туслăх Çуртӗнче пӗрремӗш хут «Чувашское Заполярье» фестиваль иртрӗ. Ăна кунти «Чăваш Ен» Чăваш культура обществи, нумай пулмасть грант çӗнсе илнӗскер, ирттерчӗ. Йӗркелӳçисенчен пӗри пирӗн ентеш, Çӗпрел районӗнчи Матак хӗрӗ Дина Агеева.

 

Вырăнти массăллă хыпар хатӗрӗсем  фестиваль облаçри 200 ытла çынна, чăвашсене кăна та мар, пӗрлештернине, çӳллӗ шайра иртнине хыпарлаççӗ. Кольск çурутравне чăваш апат-çимӗçӗпе, наци тумӗсемпе, ал ӗçӗпе, пичет продукцийӗпе тата, паллах, халăх юрри-ташшипе паллаштарнă вăл. Фестивалӗн хăйнеевӗрлӗхӗ те пулнă, ку вăл тӗрлӗ чӗлхепе юрлакан юрăсенче пӗр куплечӗ чăвашла янăрани. Çак тӗллевпе пӗр юррах темиçе чӗлхепе юрлакан юрăсене пухнă  йӗркелӳçӗсем. Еврей юррин куплечӗсене вара фестиваль тӗлне ятарласах чăвашла куçарнă. «Гравицапа» клубăн çамрăк юрăçи Ольга Ефимова, тӗслӗхрен, вырăсла куçарнă чăваш юррине юрласа панă.

Сăмах май, регионта 4 пине яхăн чăваш пурăнать, тӗпрен илсен çар çыннисен çемйисем вӗсем. Хальхи вăхăтра Мурманск облаçӗнчи карапсемпе шыв айӗнчи кимӗсем çинче çӗршер чăваш хӗсметре тăрать. Хулана йӗркеленӗ вăхăтрах кунта 8 чăваш пурăннă пулнă ӗнтӗ.

Мурманскри чăваш обществин пайташӗсем те акă, отставкăри офицерсем. Вӗсем Çурçӗр флотра хӗсметре тăракан чăваш каччисене хăйсен хӳттине илнӗ.  Пӗрлешӗвӗн представителӗсем хуласенче, çар базисенче, Мурманскри çар карапӗсем çинче тӗлпулусемпе пултарулăх каçӗсем час-часах ирттереççӗ. Кунти чăвашсем Мурманскра Поляр дивизине палăк лартма укçа пухаççӗ.

 Мӗнех калăн, маттур! Ентешсем аякра пурăнса тăван чӗлхене манманни, культурăна аталантарни чуна савăнтарать. Пӗрремӗш пулсан та фестиваль ăнăçлă иртни кунти чăвашсем ӗçе ячӗшӗн мар, кăмăлтан туса пынине кăтартать. (С. Осипов сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России