Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мускаври ковид-госпитальте реанимацире ӗçлекен чăваш хӗрӗ Диана Ярухина: «Реанимацие лекес мар тесен профилактика мерисене çирӗп пăхăннисӗр пуçне вакцинаци те тумалла»

Ковида сиплекен хуть хăш больницăн хӗрлӗ зонинчи йывăр уйрăм вăл – реанимаци. Çын малалла пурăнассипе пурăнмасси шăп кунта палăрать. Куллен темиçешер çын ӗмӗрлӗхех куç хупнине чăтма тем те курнă тухтăрсемшӗн те çав тери йывăр. Пандеми пуçланнăранпа ӗçри пӗр сменăра кăна мӗн чухлӗн вӗсем?

Коронавирус инфекцийӗпе çыхăннă чи йывăр лару-тăру пысăк хуласенче. Тӗп эпицентр çавах Мускав шутланать-ха. Кунта куллен пинӗ-пинӗпе çын чирленине пӗлтерет оперативлă штаб. Ноябрӗн 11-мӗшӗнче те акă Мускавра тепӗр 6240 çынна коронавирус ернине шута илнӗ. Тутарстанра – 249, Раççейре –  40759.
Ковида сиплекен хуть хăш больницăн хӗрлӗ зонинчи йывăр уйрăм вăл – реанимаци. Çын малалла пурăнассипе пурăнмасси шăп кунта палăрать. Куллен темиçешер çын ӗмӗрлӗхех куç хупнине чăтма тем те курнă тухтăрсемшӗн те çав тери йывăр. Пандеми пуçланнăранпа ӗçри пӗр сменăра кăна мӗн чухлӗн вӗсем?
«Мӗншӗн тепӗр хум пуçланчӗ, йӗркеллехчӗ вӗт-ха?» – тейӗ хăш-пӗри. Тӗрӗссипе, Раççейре ковидран чарусене тахçанах пăрахăçланипе инфекци сарăлма чарăнман та. Обществăлла транспортра та маска тăхăнма ӳркенетпӗр. Чир сарăласлăхне кăшт та пулсан чакарас тӗллевпе ноябрь праçникӗ вăхăтӗнче килте ларма сӗннине те кам пит хăлхана чикрӗ?..
Çакăн пек çăмăлттайлăха пула инфекци мутациленет те, çӗнӗ штамсем вара пӗлтӗрхинчен те хăрушăрах. «Альфа» Британи штамӗ, калăпăр, Китай штамӗнчен 1,5-2 хут хăвăртрах сарăлать. «Дельта» Инди штамӗ «Альфăран» тата 1,5 хут хăвăртрах.
Молекулярлă биологсем ӗнентернӗ тăрăх, чир ют çӗршыва кайса килнисенчен кăна мар, юнашаррисенчен те ерет. Инфекци мутациленнин сăлтавӗ – çынсем вакцинаци тума килӗшменни. Инфекци пӗр çынран тепӗр çынна куçса вăй илсе пырать-мӗн. Мутацие вакцинаци кăна чарма пултарать.
– Реанимацие лекес мар тесен профилактика мерисене çирӗп пăхăннисӗр пуçне вакцинаци тăвăр, – çапла сӗнчӗ хальхи вăхăтра Мускаври ВДНХри 24-мӗш номерлӗ вăхăтлăх ковид-госпиталӗн реанимацийӗнче тăрăшакан çамрăк ентешӗмӗр, Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи хӗрӗ Диана Ярухина.
Ун сăмахӗсем тăрăх, вăл ӗçлекен госпитальте лару-тăру çăмăл мар. Чирлекенсен, вилекенсен шучӗ пысăк. Койкăсем çитмеççӗ. Пӗлтӗр ытларах шала кайнă чирсемпе аптракан 65 çултан аслăрах çынсем вилнӗ пулсан, халӗ вăтам ӳсӗм çулӗ 50-па танлашнă. Вилекен çамрăксем те нумай. Акă мӗншӗн хӗрлӗ зонăра талăк урлă ӗçлемелли графикран ытла реанимацире выртакан çынна хăв урăх нимӗнпе те пулăшайманни чуна тăвăрлатнине пытармарӗ Диана Ярухина. Асăннă ковид-госпиталӗн хӗрлӗ зонинче пӗлтӗрхи ноябрь уйăхӗн 20-мӗшӗнченпе ӗçлекен çамрăк реаниматолог вăл. Çулталăка яхăн пациентсене вилӗм аллинчен çăлас тесе кӗрешет.
Çулӗсене кура çамрăк-ха вăл, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн медицина институтӗнчен вӗренсе тухнă çамрăк специалист. Шупашкарти перинаталь центрӗн тин çеç çуралнă ачасен реанимацийӗнче ӗç çулне пуçланă. Реаниматолог ăсталăхне пандеми вăхăтӗнче эпицентрта, Мускавра, туптама шăпа пӳрнӗ ăна. Кашни ӗç кунӗ пысăк паттăрлăх пикешӗн, мӗншӗн тесен реанимацири кашни çынна вăй çитнӗ таран пулăшма тăрăшать, паллах, кун пек чух хăй çинчен шутласси асра та çук. Вилӗм аллинчен çăлса хăварнă кашни пациентăн тавӗ, пехилӗ çумне хушăнса Диана Ярухинăна эпир те тав туса сывлăх сунатпăр!

Д. Ярухина архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: коронавирус