Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

НАЦИ ТЕЛЕВИДЕНИЙӖН ЧĂВАШ ЕНПЕ КĂНА ЧИКӖЛЕНМЕЛЛЕ МАР

«Урал сасси» хаçат редакторӗ Ю.Михайлов Чăваш наци телевиденийӗ Чăваш Енри чăвашсен кăна пулмалла маррине палăртса унăн корпункчӗсене чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче те йӗркелеме сӗнчӗ.

 

«Сувар» хаçат юбилейӗ савăнăçлă мероприятирен кăна тăмарӗ, вулакансен конференцийӗнче актуаллă ыйтусем те хӗрринче юлмарӗç. Регионсенчи чăваш хаçачӗсен ӗçӗ-хӗлӗ пирки «Сувар», Ульяновскри «Канаш», Пушкăртстанри «Урал сасси» хаçатсен тата Шупашкарти «Хыпар» Издательство çурчӗн тӗп редакторӗсем каласа пачӗç. «Урал сасси» хаçат редакторӗ Ю.Михайлов Чăваш наци телевиденийӗ Чăваш Енри чăвашсен кăна пулмалла маррине палăртса унăн корпункчӗсене чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче те йӗркелеме сӗнчӗ. Наци телевиденийӗн кун пек географи анлăшӗ ӳссе Раççейри регионсенчи чăвашсен пурнăçне те çутатать. Ю.Михайловăн шухăшне ырласа редакторсем ЧР Пуçлăхне М.Игнатьева  чӗнсе калама тӗллев лартрӗç.

Вулакансем хăйсем те сăмах илчӗç. Çапла вара Пăвари А.Никанорова çыравçă районти ЧНКЦ МХХсемпе мӗнле çыхăну тытнине, Çӗпрел районӗнчи Г.Карсаков хаçата чи нумай вулакан район, Аксу районӗнчи ЧНКЦ председателӗ Р.Чентаева хаçата çырăнасси, Пăва районӗнчи Чăваш Киштек шкулӗн вӗрентекенӗ  О.Бахтинова ачасен пултарулăхӗ хаçат стрницисем çинче, Нурлатри М.Литта редакци вулакансемпе мӗнле çыхăну тытни çинчен тухса каларӗç, журналистика ветеранӗ А.Тимофеев вара «Сувар» хаçат материалӗсене анализ турӗ.

Конференцире «Сувар» хаçата чӗрӗк ӗмӗр тултарнă ятпа  ТР Халăхсен Ассамблеин председетелӗн çумӗ Н.Владимиров, ТР Патшалăх Канашӗн депутатчӗ Тахир Хадеев саламларӗç. Штатра тăман корреспондентсене «Сувар» хаçат редакцийӗ  тав хучӗсем парса чысларӗ.

(А.Наумов сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана