Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашсен Олег Мустаев пек вăйлă наци лидерӗ тата çуралӗ-ши?

Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи, «Наш век» телерадиокомпанин наци программисен тӗп редакторӗ, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Олег Николаевич Мустаев пиртен уйрăлса кайнăранпа паян, мартăн 14-мӗшӗнче (2022 çул), икӗ çул çитрӗ.

Халăх хушшинче авторитечӗ чăнах та пысăкчӗ унăн, регион, муниципалитет шайӗнчи влаçсемпе ӗçлӗ çыхăну йӗркелеме, облаçри чăваш пӗрлешӗвӗсене пӗрле пухма пултарчӗ. Шăпах вăл тăрăшнипе 2016 çулта Ульяновск хулинчи «Наци ялӗ» культура комплексӗнче «Чăваш кил-çуртне» лартрӗç. Чăваш культурипе паллаштаракан «кил-çурт» музей кăна мар, пӗлтерӗшӗ самай пысăк – облаçра чăваш халăх культурине халăхра сарать. Тӗрлӗ мероприяти ирттермелли, йăхташсем пухăнмалли вырăн та вăл халь.

Олег Николаевичăн сасси наци конгресӗнче те уççăн илтӗнетчӗ. Ăна пӗлмен чăваш Ульяновск облаçӗпе хăйӗн тăван Чăваш Республикинче кăна мар, Раççейӗпе, тӗнчипе те çукчӗ-тӗр. 

Çӗршывшăн çăмăл мар хальхи лару-тăрура пире Олег Мустаев, унăн хавхалантарăвӗпе ӗçӗсем çав тери çитмеççӗ. Шанатăп, СВОри чăваш салтакӗсен çирӗп тӗревӗпе шанчăкӗ пулатчех, мӗншӗн тесен тăван çӗршывшăн, тăван халăхшăн чунпа çунакан  Елчӗк чăвашӗччӗ вăл. Шел, ытла вăхăтсăр уйрăлса кайрӗ… Тата çуралӗ-ши Олег Мустаев пекех вăйлă наци лидерӗ чăвашсен, кӗтсе илейӗпӗр-ши? Лăпкăн çывăр, юлташ-ӗçтешӗмӗр, яту сан ӗмӗре юлӗ!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России