Олимпиада Хусаншăн тӗлӗк мар – тӗллев

спорт хули, Олимп чемпионӗ çӗнӗ медаль патне ăнтăлнă пекех, тепӗр пысăк спорт уявӗсем пирки ӗмӗтленет.
Çуллахи Олимп вăййисем хăçан та пулсан Хусанта иртес пулсан тӗлӗнмелли çук. Республика ертӳçисем те, мэри те ку енӗпе ӗçлеме пуçланă ӗнтӗ. Кун пирки Хусан мэрӗ Ильсур Метшин çак кунсенче «Татар-информа» панă интервьюра пӗлтернӗ. Унăн сăмахӗсем тăрăх, спорт хули, Олимп чемпионӗ çӗнӗ медаль патне ăнтăлнă пекех, тепӗр пысăк спорт уявӗсем пирки ӗмӗтленет. Урăхла юрамасть, мӗншӗн тесен кун пек мероприятисем хулана, инфраструктурăна малалла аталанма пулăшаççӗ. Олимп вăййисене ирттерме ирӗке 10 е 15 çул кӗтме тивсен те, Хусан çак ӗмӗт патне çирӗп утать. Унччен Хусанта спорт мероприятийӗсем тата та иртӗç-ха. Тен, синхронлă ишев те Хусанта аталанма пуçлӗ. ТР Президенчӗ Р.Минниханов темиçе кун каялла Правительство Çуртӗнче синхронлă ишессипе Раççей сборнăйӗн тӗп тренерӗпе, РФ Синхронлă ишев федерацийӗн вице-президенчӗпе Татьяна Покровскаяпа тӗл пулсан çак спорт тӗсне Хусанта аталантарасси пирки сӳтсе явнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
24 января 2021 - 11:37Вăрçăран таврăнсан Иван Яковлев уçнă чăваш шкулӗнче вӗренсе учитель профессине илнӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах ăна 1941 çулхи июлӗн 6-мӗшӗнче çара илнӗ. Кадрта шутланнă артиллериста тӳрех чи хӗрӳ çӗре – оруди командирӗ туса Çурçӗр-Анăç фронтне ăсатаççӗ. Нева çинчи Дубровкăра «пӗчӗк лапамри», Ладога кӳлли çывăхӗнчи çапăçусене хутшăннă. Кайран «Пурнăç çулӗпе» каçса Волхов фрончӗпе пӗрлешнӗ те Мга хули патӗнчи çапăçусенче пулнă. Çавăн чухне И.И.Афанасьев лейтенант аманнă, тăшман пульли сулахай кăкăр витӗр тухса йывăр суранлатнă.Тухтăрсемпе медсестрасем тăрăшни харама кайман – чăваш каччи каллех строя юрăхлă пулать. Вăл каллех хăй полкне лекет, халӗ ӗнтӗ ăна танксене пӗтерекен 45-мм пушкăсен батарея командирӗ пулма уйăраççӗ. Ленинграда хӳтӗлес, Прибалтика çӗршывӗсене ирӗке кăларас çӗре хутшăннă. Паттăрлăхшăн Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ, «Хастарлăхшăн», «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» тата ытти медаль илме тивӗçнӗ.3000
-
24 января 2021 - 11:06Раççее хирӗççисем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн-ши? Е мӗнпе вӗçленнӗ çӗршыври митингсем? Ӗнер Раççейӗн пысăк хулисенче митингсем иртрӗç. Федераллă влаçа хирӗççисенчен ытларахăшӗ пурнăç курман, психика енчен çирӗпленсе çитмен çамрăксем. Вӗсен хушшинче пенсирисем те пăт-пат пур. Паллă ӗнтӗ, вӗсем хăйсен хӗсӗк пурнăçӗпе кăмăлсăр. Анчах хӗтӗртекенсем вӗсене ырă пурнăç туса парас çук.Çил ăçтан вӗрни паллă ӗнтӗ. Раççее хирӗç çӗршывсем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн ахăр. Кунта акă мӗн чи хăрушши: çак ӗçе пирӗн ачасене явăçтарни. Хӗтӗртекенсем хăйсем хăрушсăр çӗрте лараççӗ, пирӗн ачасем вара çак йӗркесӗрлӗхре аманма е пурнăçне çухатма та пултараççӗ. Мӗнле калас, çӗршыв тăшманӗсемшӗн пиçсе çитмен çамрăксем тӗллеве çитермелли инструмент кăна.3900
-
23 января 2021 - 19:07Тутарстанра пысăк вырăнта ӗçлекен «куккасăрах» лайăх карьера тума май пур халь Пуçаруллисене, пултаруллисене аталанма, пурнăçра хăй вырăнне тупма пулăшакан проекта республика валли вăйлă кадрсем хатӗрлемелли шкул теме те пулать. Унта лекнӗ çамрăксене тренерсем çулталăк тăршшӗпех вӗрентеççӗ, çак вăхăтра вӗсемпе мастер-классем, тренингсем ирттереççӗ, республика лидерӗсемпе тӗл пулаççӗ. Çапла майпа сезон вӗçленнӗ тӗле кандидат хăйӗн проектне хатӗрлеме кăна мар, ăна мӗнле тӗрӗс пурнăçа кӗртмеллине те хăнăхса çитет. 2020 çулта кăна, тӗслӗхрен, проектăн X тата XI сезонӗсене хутшăннисем хăйсен проекчӗсемпе 6000000 тенкӗлӗх грант çӗнсе илнӗ. Паллах, чи пултаруллисем республикăн кадрсен резервне лекеççӗ. Шăпах вӗсемпе çӗнелсе пырӗ те республикăн ертӳлӗхӗ. 2009 çултанпа проекта хутшăннă 12600 çамрăкран 2170-шне вӗрентсе кăларнă (вӗсем пурте проектăн финалне çитнӗ). 210-шне республикăн патшалăх тата муниципаллă власть органӗсене ӗçе илнӗ, 260-шне – промышленноçпа коммерци секторне. Çак вăхăтра проекта хушăннисен 75 проекчӗ пурнăçа кӗнӗ, 2350 социаллă акци, 350 ытла интерактивлă вӗрентӳ мероприятине ирттернӗ.9200
-
23 января 2021 - 18:56«Дакар – 2021» ралли-рейдра штурмансене кăçал Сауд Аравийӗн çутçанталăкӗпе киленме май пулман Шăп пӗр эрне каялла, январӗн 15-мӗшӗнче, Сауд Аравийӗнче Халăхсен хушшинчи «Дакар – 2021» ралли-рейд вӗçленчӗ. Массăллă хыпар хатӗрӗсенчен пӗлетпӗр ӗнтӗ, кăçал грузовиксен хушшинче малтанхи виçӗ вырăна та Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда йышăнчӗ: пьедестал çинче пирӗннисем тăчӗç, чыслав церемонийӗнче Раççей гимнӗ янрарӗ. «КАМАЗ-мастер» тепӗр хут Раççей автомобилӗсем чи шанчăклине, хăватлине, спортсменӗсем чи чăтăмлă тата опытлине кăтартса пачӗ. «Сувар» вулаканӗсем асăннă командăн йышӗнче хамăрăн ентешӗмӗр, Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин пулнине аван пӗлеççӗ. Кăçал вăл тăваттăмӗш хут А.Шибалов экипажӗн йышӗнче штурман пулса «Дакара» хутшăнчӗ, виççӗмӗш хутчен çак ăмăртуран призлă вырăнпа таврăнчӗ. Кăçал экипаж 2-мӗш вырăн йышăнса «Кӗмӗл бедуина» тивӗçрӗ. Сауд Аравийӗнчен таврăнсанах эпир Дмитрий Никитинпа тӗл пултăмăр, вăл хаваспах пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ.9101
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
22 января 2021 - 20:35Эс пурри пирӗншӗн чăн телейÇӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан тăванăмăр Зинаида Дмитриевна ВАНЮШКИНА январӗн 19-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ4700
-
22 января 2021 - 20:25Сирӗн пурнăç – пирӗншӗн ыр тӗслӗхСывлăхăр юман пек çирӗп, утас çулăр вăрăм пултăр, чӗрӗрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейлӗ çиçчӗр3300
-
22 января 2021 - 20:19Эпир сире изумруд туйпа ăшшăн саламлатпăр!Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне3500
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.116400
-
21 января 2021 - 18:45Тутарстан Президенчӗ хуласене юртан хӑвӑртрах тасатма хушнӑ Влаҫ вертикалӗн ҫитменлӗхӗсенчен пӗри – пуҫлӑх хушмасӑр нукерсем йӑшӑлтатма пуҫламаҫҫӗ12300
-
21 января 2021 - 17:29Пӗччен ӗҫлекенсен тупӑшӗ ӳссе пырать Тутарстанра вӗсен шучӗ 102435 ҫынна ҫитнӗ11400
-
21 января 2021 - 18:25Ача ҫуралассипе пирӗн республика мала тухнӑ Демографи статистики ҫине ҫуралакансем кӑна мар, вилекенсем те витӗм кӳреҫҫӗ10900
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика