Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паянтан библиотекăсем, бассейнсемпе фитнес-залсем ӗçлеççӗ

Май уйăхӗн 18-мӗшӗнчен Тутарстанра библиотекăсемпе музейсем ӗçлеме пуçларӗç.

Экскурсисене кашни çынпа уйрăм е 5 çынран (ятарлă радиооборудовани пур пулсан  – 10) ытла мар ушкăнпа ирттерме юрать халь. Çаплах çак кунран бассейнсемпе фитнес-залсем те ӗçлеме тытăнчӗç. Кун çинчен калакан Постановление ТР Министрсен Кабинечӗ алă пуснă.

Тутарстан тата Раççей сборнăйӗсен пайташӗсене уçă сывлăхшра тренировка ирттерме ирӗк панă. Сăмах май, уçă сывлăшра тутарстансем пурте физкультура тума пултараççӗ, анчах парксемпе скверсенчен, нумай хутлă çуртсен картишӗсенчен аякра, мӗншӗн тесен коронавирус инфекцине пула унта халăх пуçтарăнма юрамасть-ха хальлӗхе. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество