Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПАЯНТАН – ЛЕЙТЕНАНТ!

Декабрӗн 26-мӗшӗнче, Хусанти аслă çар Танк училищинче тин кăна вӗренсе тухакан 100 ытла курсанта РФ Оборона министрӗн приказӗпе пӗрремӗш офицер званине – лейтенант – пачӗç. Вӗсен хушшинче чăваш каччисем те пур.

Паян, декабрӗн 26-мӗшӗнче, Хусанти аслă çар Танк училищинче тин кăна вӗренсе тухакан 100 ытла курсанта РФ Оборона министрӗн приказӗпе пӗрремӗш офицер званине  – лейтенант – пачӗç.  Раççейри пӗртен-пӗр танк училищин юбилейлă, 85-мӗш выпускӗ пулчӗ вăл. Çак 100 ытла лейтенант йышӗнче чăваш каччисем те пур: Юрий Воробьев (Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗ), Геннадий Командов (Теччӗ районӗ, Аслă Ăнă), Олег Канцеляров (Чăваш Ен, Хӗрлӗ Чутай) тата Артем Япаров (Чăваш Ен, Муркаш). Вӗсем пурте пӗр взводран.

 4,5 çул пӗрле вӗреннӗ тăватă юлташăн пурнăç çулӗ малалла расна. Вӗсем çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесне саланаççӗ. Распределени илнӗ те ӗнтӗ. Çӗпрел каччин Юрий Воробьевăн тепӗр 15 кунран Дон-çи-Ростова, Хӗрлӗ Чутай каччин Олег Канцеляровăн Смоленск облаçӗнчи Ельна хулине, Муркаш каччин Артем Япаровăн Приморск крайӗнчи Сергеевка ялне, Теччӗ каччин Геннадий Командовăн Мускав облаçӗнчи Наро-Фоминск хулине çитмелле.  Унта вӗсем хăйсем взвод командирӗсем пулаççӗ. Ентешсене ырă çул, çăмăл служба Раççей офицерӗн ятне яланах çӳле тытма сунатпăр!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России