Сувар

Профилактикăна çăмăллатма май çук-ха хальлӗхе

Килте ларма нумайăшне йăлăхтарчӗ пулсан та чăтмах тивет. Мӗншӗн тесен коронавирусăн пикӗ Раççейре, çав шутра Тутарстанра та, çитмен-ха.

Кун çинчен ТР Президенчӗ Р. Минниханов паян, апрелӗн 18-мӗшӗнче, Правительство Çуртӗнче иртнӗ ларура пӗлтерчӗ. «Чир сарăлас хум Мускавран регионсене куçнине РФ Президенчӗ В.Путин та каларӗ. Çавăнпа профилактика мерисене çăмăллатма  пултараймастпăр-ха хальлӗхе. Тутарстансене официаллă майпа чӗнсе калатăп, ку вăл йăлтах сирӗн сывлăха упрас тесе йышăннă мера. Мӗншӗн тесен инфекци ернӗ кашни çын ыттисемшӗн хăрушлăх кăларса тăратать. Пика çитиччен нумаййине специалисем çирӗплетеççӗ. Çавăнпа профилактика мерисем мӗн чухлӗ çирӗпрех, çавăн чухлӗ сахалрах çухатусем пулӗç», – терӗ вăл.  Президент сăмахӗсем тăрăх, республикăн сывлăх сыхлав системи вируспа кӗрешме хатӗр. Енчен те халăх тăрук нумайшар чирлеме тытăнсан та. Проблемăн пӗлтерӗшне республика ăнланнă. Хальхи вăхăтра тухтăрсене кăна мар, йӗрке хуралçисемпе Росгварди сотрудникӗсене те çав тери йывăр, мӗншӗн тесен профилактика мерисем пурне те килӗшмеççӗ. Çак лару-тăрура мӗн тăвас килни çинчен мар, хамăра, çывăх çыннăмăрсене упрасси тӗпре пулмалла халӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: