Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкăртстанри Слакпуç конкурсра

Константин Ивановăн тăван ялӗ Слакпуç «Пушкăртстан Республикин чи хитре ялӗ» ятшăн кӗрешет.

Пушкăртстанра кăçал пуçласа пӗрремӗш хут «Пушкăртстан Республикин чи хитре ялӗ» конкурс иртет. Ăна Пушкăртстанри муниципалитетсен канашӗн, ПР çамрăк депутачӗсен ассоциацийӗсем тата «Башкортостан» телерадиокомпани ирттернине хыпарлать «Башинформ» ИА.

Конкурсăн условийӗсем тăрăх, ялăн илемне кăна мар, историне, ял пурнăçне халăха мӗнле явăçтарнине, культурăпа йăла-йӗркене мӗнле сыхласа хăварнине тата ытти критерисене шута илеççӗ. Тата конкурса хутшăнассине ял халăхӗ пухура хăй йышăнать иккен. Çапла вара республикăри кашни районтан пӗрер яла конкурса тăратнă, пӗтӗмпе 47 заявка. Вӗсенчен 20-шне иккӗмӗш тура суйласа илнӗ.

Уйрăмах палăртса хăварар, «Пушкăртстан Республикин чи хитре ялӗ» ята çӗнсе илмешкӗн Константин Ивановăн тăван ялӗн – Слакпуçӗн – та шанăçӗ пысăк. Пелепей районӗнчен шăпах çак чăваш ялӗ конкурса хутшăнать. Слакпуç иккӗмӗш тура та тухнă.

Октябрӗн 9-мӗшӗнчен тытăнса октябрӗн 19-мӗшӗччен https://bash.news/bst/konkurs/best_of_the_best_selo/ Сайтра сасăлав пырать, унта çул çитнӗ кашни çын хутшăнма пултарать. Хальхинче чи нумай сасă пухнă 5 яла суйласа илеççӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ октябрӗн 26-мӗшӗнче паллă пулать. Пӗрремӗш вырăн йышăннă яла Дипломпа, укçан премипе чыслаççӗ тата яла «Пушкăртстан Республикин чи хитре ялӗ» стелла лартаççӗ. (А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России