Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкăртстанра «Николаев вулавӗсем» иртрӗç

Февралӗн 9-мӗшӗнче Пушкăртстанри Авăркас районӗнчи Чăваш Хурамал ялӗнче «В. В. Николаев вулавӗсем» регионсен хушшинчи V наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Ун ӗçне Шупашкар, Ульяновск, Красноярск, Анапа, Тюмень делегацийӗсемпе пӗрле тутарстансем эпир те хутшăнтăмăр. Чăваш историйӗпе культурине нумай тӗпченӗ ăсчаха, техника наукисен докторне, профессора, РФ нефтьпе газ промышленноçӗн тава тивӗçлӗ ӗçченне, ЧР Патшалăх премине икӗ хутчен тивӗçнӗ Василий Васильевич Николаева халалланă наукăпа практика конференцийӗ унăн тăван Чăваш Хурамал ялӗнче кашни виçӗ çулта пӗрре иртет. Кăçалхине район хастарӗсем Стерлитамак патшалăх университечӗн тутарпа чăваш филологийӗн факультечӗпе пӗрле йӗркеленӗ.

Мероприятин пуçаруçи, вырăнти шкулăн математика учителӗ, музей ертӳçи Юрий Харитонович Леонтьев каланă тăрăх, В.Николаев вулавӗсене вӗсем ентешӗн ӗçне малалла тăсас тӗллевпе 2011 çултанпа ирттереççӗ. Çак шухăша Василий Васильевичăн хӗрӗсем те ырласа йышăннă. Аслă хӗрӗ Елена Васильевна акă ӗнтӗ нумай çул ашшӗ ячӗпе хисепленекен фонда ертсе пырать. Наукăпа практика конференцине аслисемпе пӗрлех çамрăксене те явăçтарни тӗрӗс йышăну. Унчченхи мероприятисенче аслисен хăйсен, çамрăксемпе ачасен хăйсен секцийӗсем ӗçленӗ пулсан, кăçал çамрăксем онлайн мелӗпе хутшăннă. Тӗрӗсрех каласан, Пушкăртстанри шкул ачисемпе студентсем тăван тавралăх историйӗпе, В.Николаевăн тӗпчевӗсемпе çырнă ӗçӗсене маларах ярса панă.

— Стерлитамакри университет ӗçченӗсемпе пӗрле 32 ӗçе онлайн итлесе тăватă номинаципе хакларăмăр. Вӗсенчен 16-шӗ малти вырăнсене йышăнчӗ. Паян кунта çӗнтерӳçӗсене кăна чӗнтӗмӗр. Онлайн мелӗпе ирттернин лайăх енӗсем те пур, конференцире чăвашсемпе пӗрлех тутар, пушкăрт, вырăс ачисем хутшăнчӗç. Çитменлӗхсене те куртăмăр: ачасем тăван чӗлхепе япăхрах калаçни сисӗнчӗ. Çамрăксем тăван тавралăха, историлле пулăмсене нумайрах тӗпчеме тăрăшаççӗ. Хурамал шкулӗн ачи, тӗслӗхрен, хамăр патра чукун çул тунăранпа кăçал 90 çул çитнӗрен унăн историне тӗпченӗ. В. В. Николаевăн ӗçӗсемпе çыхăннисем те пур, — терӗ Юрий Харитонович кăçалхи наукăпа практика конференцин хăйне евӗрлӗхне палăртса.

Пултаруллă ăсчаха çакăн пек сума суни, унăн ятне, ӗçӗсене халăхра сарни калама çук аван. Наукăпа практика конференцине анлăрах сарсан тата лайăхрах пулмалла. Калăпăр, наукăпа практика ӗçне урăх регионсенчи чăваш ачисемпе çамрăкӗсене явăçтарса. Хальхи интернет саманинче йывăр мар ку. Мӗншӗн тесен Василий Васильевич Николаев пек чăваш ăсчахсене пирӗн пурин те пӗлмелле. Мероприятин пӗрремӗш пайӗнче (унта тăван чӗлхене вӗрентессипе тата культурăна сыхласа хăварассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврӗç) «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И. Ф. Трифонова çамрăксемсӗр чӗлхене сыхласа хăварма çуккине палăртса шкул ачисемпе студентсене чăваш чӗлхипе çӗнӗлле, хăйсене ăнланмалла чӗлхепе интереслентерме сӗнчӗ. Тутарстан чăвашӗсен кун пек опыт пур. Çавăнпа ТР ЧНКА председателӗн вӗрентӳ енӗпе çумӗ те пулнăран вăл пухăннисене шкул ачисен «Аталан» форумне килсе курма йыхăрчӗ. Стерлитамак университечӗн представителӗсене питӗ килӗшрӗ ку шухăш. Ун чух икӗ регион пӗр-пӗрин опычӗпе паллашӗччӗ, çамрăкӗсем туслашӗччӗç.

«Николаев вулавӗсен» пӗрремӗш пайӗ хыççăн мероприятие Авăркас районӗн пуçлăхӗ Арслан Назирович Шагаретдинов килчӗ. Хăнасемпе пӗрле В. В. Николаевăн вилтăпри çине чечек хучӗ, вырăнти храмра, шкул музейӗнче пулса курчӗ. Чăваш Хурамалӗнчи Культура çуртӗнче мероприятин иккӗмӗш пайӗнче те паллă ентешне асăнса нумай ăшă сăмах каларӗ район пуçлăхӗ. Наукăпа практика конференцийӗнче çӗнтернӗ ачасемпе çамрăксене Дипломсемпе чысларӗ. Районти халăхсен хушшинчи туслăха çирӗплетнӗшӗн Василий Васильевичăн тăван хӗрне Елена Васильевнăна Тав хучӗпе наградăларӗ. Сăмах май, Елена Васильевна наукăпа практика конференцийӗнче çӗнтернӗ ачасене Фонд ятӗнчен асăнмалăх парне пачӗ.

Пултарулăхӗ В. В. Николаевăн чăнах та пысăк. 1989 — 2002 çулсенче «Оренбурггазпром» Пӗтӗм Союзри промышленность пӗрлешӗвне ертсе пынă инженер наука тӗпчевӗсем валли те вăхăт тупнă. Çутçанталăк газӗнчен гелий кăларас, газпа конденсата тирпейлемелли технологисене оптимизацилессипе турттарассинчен пуçласа тăван халăхăн аваллăхри историйӗ таран тӗпченӗ вăл. Çав вăхăтрах тăван халăхне, ялне те манман. Вăл тăрăшнипе К. В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фондне йӗркеленӗ кунта. Тăван Чăваш Хурамал ялӗнче спонсорсене явăçтарса чиркӳ ларттарнă, çулсене асфальт сартарнă, шкула, Культура çуртне тӗпрен юсаттарнă, яла газ кӗртме пулăшнă. Йăлтах çакна вăл çӗршывшăн йывăр 1990-мӗш çулсенче тунă. Капашсăр пулăшăвне кура Пушкăртстан Республикин Правительствин йышăнăвӗпе Чăваш Хурамал шкулне 2008 çулта В. В. Николаев ятне панă.

Район ветеранӗсем Чăваш Хурамалӗнче унăн палăкне лартас шухăш пуррине пӗлтерчӗç.
«В. В. Николаев вулавӗсем» регионсен хушшинчи наукăпа практика конференцине хурамалсем районӗпех хатӗрленни сисӗнчӗ. Культура çурчӗн фойинче районти тӗп библиотека Чăваш Хурамалӗн библиотекипе пӗрле В. В. Николаевăн хăйӗн тата ытти авторсемпе пӗрле çырнă ӗçӗсен «Созидатель с большой буквы» кӗнеке куравне йӗркеленӗ. Паллă ентешне халалланă ача-пăча ӳкерчӗкӗсен куравӗ те сумлă вырăн йышăннă. Районти пултаруллă алă ăстисем хăйсен ӗçӗсене: чăваш тӗрри-эрешне илсе килнӗ.

Районӗпех паллă ăстаçа Ирина Филипповăна уйрăммăн палăртмалла. «Чăваш тӗрри» кӗнеке тăрăх хăй тӗллӗн чăваш тӗррине тӗрлеме вӗреннӗ вăл. Ӗçӗсем вара пурте çӳллӗ шайра. Калăн, алăпа мар, машинăпа тӗрлет вăл. Тӗррисем вăрăм сӗтел çине шăнăçманнипе стена çумне вырнаçтарнă: «Шутне хам та пӗлместӗп, унччен 200-тен иртнӗччӗ. Кунта пӗр пайӗ кăна-ха. Чи юратнă тӗррӗм К.Ивановăн Нарспийӗ», — терӗ кун пирки хăй. Ӗçӗсене туянас текенсем те пулчӗç, анчах пӗрне те сутмасть иккен, мӗншӗн тесен чун валли тӗрлет. Сцена çинче район артисчӗсем пӗри теприне ылмаштарса кăна тăчӗç. Çапла шавлăн кӗрлесе иртрӗ «В. В. Николаев вулавӗсем» регионсен хушшинчи V наукăпа практика конференцийӗ.
(Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России