Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СĂНӲКЕРЧӖКСЕНЧЕ – ЧӖРӖК ӖМӖР

Йӗркелӳçӗсем кашни сотрудника уйрăммăн аса илес шутпа «Эрнекун парни» фотокурав йӗркелерӗç. Стендсенче «Сувар» хаçатăн чӗрӗк ӗмӗр историйӗ, тӗрӗсрех каласан унăн историе çырнă çынсем...

«Сувар» хаçатăн 25 çулхи юбилейӗ вăл чăн малтан суварçăсен уявӗ. Халӗ тăрăшакансен, хăçан-тăр ӗçленисен. Сăмах май, 25 çулта «Сувар» хаçатра пурӗ 50 ытла çын ӗçлеме ӗлкӗрнӗ. Йӗркелӳçӗсем кашни сотрудника уйрăммăн аса илес шутпа «Эрнекун парни» фотокурав йӗркелерӗç. Стендсенче «Сувар» хаçатăн чӗрӗк ӗмӗр историйӗ, тӗрӗсрех каласан унăн историне çырнă çынсем.  Уява килнӗ суварçăсенчен кашни хăй сăнӳкерчӗкне курса иртнине аса илчех-тӗр. Ыттисен вара кунта пӗрремӗш редакторпа Владимир Даниловпа, унпа пӗрле ӗçленӗ çынсемпе, иккӗмӗшпе виççӗмӗш редакторсемпе Николай Сорокинпа Александр Ивановпа тата, паллах, Константин Малышев ертсе пыракан паянхи «Сувар» коллективӗпе паллашрӗç. Хаçатăн кашни ӳсӗм тапхăрӗнче камсем тăрăшнипе хаçат тухни яр уççăн курăнать кунта. Çавăнпа фотокурав килнӗ хăнасене темӗнччен  хăй патӗнчен ямарӗ. Вӗсем пӗр стенд патӗнчен теприн патне майпен куçса иртнӗ чӗрӗк ӗмӗре шӗкӗлчерӗç.

«Сувар» хаçатăн 25 çулхи юбилейӗнче нумайăшӗн тахçанхи ӗмӗчӗ пурнăçланнине те палăртмалла. Çав кун юбилея килнӗ кашни çыннăн «Сувар» хаçатăн пӗрремӗш страницине лекме май пурччӗ. Çак тӗллевпе кунта хаçат страници сăнӗллӗ фотозона ӗçлерӗ. Хаçатăн пӗрремӗш страници йăлтах хатӗр, сăнӳкерчӗк кăна çитмест. Çак пушă вырăна тăрса хуть камăн та тултарма юратчӗ.  Чăнах та харпăр пурнăç историне кӗрсе юлмалли сăлтав пулчӗ вăл. Фотозонăра тăрса ӳкерӗннисем нумай-нумай çул иртсен те сăнӳкерчӗке алла илсен: «Эпӗ те пултăм!» – тесе аса илӗç «Сувар» хаçатăн 25 çулхи юбилейне. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана