Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Севастопольте чăваш контр-адмирала асăну хăми уçаççӗ

Асăну хăмине Севастополь хулинчи Суворов урамĕнче декабрӗн 3-мĕшĕнче, Михаил Бочкарев контр-адмирал 100 çул тултарнă кун, савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртнă.

Крым Республикинчи Севастополь хулинче паттăр чăваша, контр-адмирала Михаил Павлович Бочкарева асăнса вăл пурăннă çурт çине асăну хăми вырнаçтарма хатӗрленнине пӗлтерет ЧНК пресс-служби.

Михаил Бочкаревăн ятне ӗмӗрлӗхе хăварас тӗллевпе Севастопольти Чăваш наципе культура пӗрлӗхӗ асăну хăми уçма шуталанă. Кун çинчен хула администрацийӗпе калаçса татăлнă ӗнтӗ. Проект эскизне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Владимир Нагорнов скульптор хатерленĕ, вăлах асăну хăмине те ăсталать.

Асăну хăмине Севастополь хулинчи Суворов урамĕнче декабрӗн 3-мĕшĕнче, Михаил Бочкарев контр-адмирал 100 çул тултарнă кун, савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртнă.

Михаил Бочкарев 1918 çулта Пăрачкав районне кĕрекен Кожевенной ялĕнче çуралнă. Ленинградри çарпа тинĕс Аслă училищинче вĕреннĕ. 1957 çулта Ворошилов ячĕллĕ çарпа тинĕс академине пĕтернĕ. 1971-1979 çулсенче Хура тинĕс флочĕн тыл начальникĕ пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан общество ĕçне чунтан парăнса тăрăшнă. Севастополь хулинче пурăннă май, кунти чăвашсен пĕрлĕхĕн хастарĕ пулнă. (Сăнӳкерчӗк ЧНК пресс-службин).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России