Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шывӗ нумай та кӗме çук

Казанка хӗрринче те уçă бассейнсем тусан апрель вӗçӗнчен пуçласа сентябрь вӗçӗчченех шыва кӗме пулать.

Шăпах çапла хакланă ТР Президенчӗ Р. Минниханов Хусана. Мӗн-мӗн те, Хусанăн шыв çукки пирки ӳпкелешмелли çук: юнашарах Атăл, Казанка, йышлă кӳлӗсем. Анчах çуллахи шăрăх кунсенче халăха шыва кӗме юрăхлă пляжсем шутлă кăна, çавăнпа çулсерен шыв-шурсенче çынсем путаççӗ, мӗншӗн тесен юраман вырăнта шыва кӗреççӗ. ТР Президенчӗ Р. Минниханов «Инвестиции в индустрию спорта» форумра каланă тăрăх, республикăра уçă бассейнсем тусан лайăх пулмалла, вӗсем пурте ăнăçлă ӗçлессе иккӗленмест вăл. Казанка хӗрринче те кун пек бассейнсем валли çӗр уйăрмалла-мӗн. Кун çинчен вăл хула мэрӗпе Ильсур Метшинпа калаçнă та иккен. «Енчен те шыва ăшăтма майсем тусан çынсем ку бассейнсенче апрель вӗçӗнчен пуçласа сентябрь вӗçӗчченех шыва кӗме пултараççӗ», – тенӗ президент кун пирки. Чăн та, уçă бассейнсене хăçан тума пуçласси хальлӗхе паллă мар-ха.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт