Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СЛОВАРЬСЕН АВТОРНЕ М.СКВОРЦОВА ПАЛĂК ЛАРТАСШĂН

Чӗлхеçӗсем 30 яхăн словарь авторӗн Михаил Иванович Скворцовăн вилтăпри çине пӗрлехи вăйпа палăк лартма хатӗрленеççӗ.

Чӑваш халӑх сайчӗ тата чӗлхеçӗсем 30 яхăн словарь пухса хатӗрленӗ ăсчахăн  Михаил Иванович Скворцов профессорăн  (1933– 2016)  вилтăпри çине палăк лартас тӗллевпе  «Ҫут тӗнче ӑстине — халӑх палӑкӗ» акци ирттернине пӗлтерет samah.chv.su. Михаил Иванович Скворцов чӑваш, Раҫҫей тата тӗнче культурине 30 яхӑн сӑмах кӗнекипе — «алфавит йӗркипе вырнаҫнӑ ҫут тӗнчепе» пуянлатса хӑварнӑ. Словарьсен пӗтӗмӗшле тиражӗ ҫур миллион ытла. Шел те, республика профессора сывă чух та, вилсен те кирлӗ пек сума суни сисӗнмест. Михаил Иванович чăваш культуришӗн капашсăр пысăк ӗç тунине пăхмасăр нихăçан та пысăк гонорар илсе курман-мӗн, 30 çул ытла хваттер илме черетре тăрсан та кӗтсе илеймен. Профессора Канаш районӗнчи тăван ялӗнче Явăшра пытарнă. Чăваш ӗлхеçисем профессор çине пӗрлехи вăйпа палăк лартма хатӗрленеççӗ. Хисеплӗ тăвансем, йăхташсем, çак ырă ӗçрен эпир те хӗрринче юлар мар. (Сăнӳкерчӗк gov car.ru сайтран).

Укҫа куҫармалли карта номерӗ: 4817 7600 9969 0046 (Сбербанк, мӑшӑрӗ ячӗпе уҫнӑ: «Алевтина Васильевна С.» ят тухмалла).

 Банк счёчӗ:

ФИО: Алевтина Васильевна Скворцова

Счёт: 40817810375005816627

Банк получатель: Чувашское отделение № 8613 ПАО Сбербанк

г. Чебоксары

БИК: 049706609

Корр. счет: 30101810300000000609 ИНН: 7707083893

КПП: 212902001

ОКПО: 09286400

ОГРН: 1027700132195

#чӑваш чӗлхи, #пулӑшу, #ЧПГӐИ, #чӑвашлӑх, #ниме

Акци çинчен тӗплӗнрех çак ссылкăпа http://samah.chv.su/sckvortsov/index.html кӗрсе паллашма пулать. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России