Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта паян Николай Иванович Полоруссов-Шелепин вилтăприйӗ çинче çӗнӗ палăк уçăлать

Унта пӗрремӗш чăваш халăх поэчӗн тăванӗсем, ЧР Профессилле писательсен союзӗн, Тутарстанри чăваш çыравçисен пӗрлӗхӗн пайташӗсем, культура ӗçченӗсем, ЧНК представителӗсем хутшăнаççӗ. Вулакансем пӗлеççӗ пулӗ, поэт пирӗн ентеш, Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче 1881 çулхи майăн 2-мӗшӗнче çуралнă.

Хăй вăхăтӗнче вăл ялта пӗртен-пӗр вӗреннӗ çын пулнă. Нумай çын ун патне тӗрлӗ хут ӗçӗпе çӳренӗ. Пурне те пулăшма тăрăшнă Полоруссов-Шелепи. Литература ӗçне 1905 çулсенче пуçăннă, вырăс классикӗсен пултарулăхӗпе хавхаланса кайнăскер, хăй те революцилле сăвăсемпе поэмăсем çырма тытăнать. Хусанта тухса тăракан хаçатсенче пичетленет. 

1922 çулта «Канаш» хаçат редакцийӗ çамрăк Чăваш Республикине, Шупашкара куçсан часах вăл та унта пурăнма куçать. Çакăнта малалла тăсăлать унăн литература ӗçӗ. 1945 çулхи январӗн 12-мӗшӗнче пурнăçран уйрăлать. 63 çулта кăна пулнă-ха вăл ун чухне. Поэта хулари Богдан Хмельницкий урамӗнчи масара пытараççӗ. Çапла вăл ӗмӗрлӗх канлӗх Хумма Çеменӗпе Иван Ивник çумӗнче тупать. Виççӗшне те пӗр картана тытса вăхăтӗнче мрамор барельефлă лайăх палăксем лартнă пулнă.  Анчах çӗр çинче пурте вăхăтлăх, майпен йăлт кивелме, ишӗлме тытăнать. Çулсем иртнӗçем палăксем юхăнма пуçланă. 

Палăка çӗнетес ӗç çапла пуçланчӗ: июль уйăхӗн пуçламăшӗнче ман пата «Канаш» хаçатра (Ульяновск хулинче тухса тăрать) ӗçлекен çыравçă Алена Алексеева-Аксупи шăнкăравларӗ. Вăл шăпах Полоруссов-Шелепин ентешӗ, кăштах тăван та лекет. Алена Геннадьевна хăй патне Шупашкартан Лидия Филиппова (РФ Писательсен союзӗн пайташӗ, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, çыравçă, журналист) шăнкăравланине пӗлтерчӗ. Лидия Ивановна нумай пулмасть Шупашкарти чи пӗрремӗш масар çинче пулса унта Шелепин вилтăприне шыраса тупнине, палăкӗ юхăннине пӗлтернӗ. Тăванӗсем, тен, пуçтарăнса çӗнетеймӗç-ши тесе сӗннӗ. 

Кун хыççăн тӳрех Лидия Филипповăпа çыхăнтăм. Палăка çӗнетмелле-тӗк – апла çӗнетӗпӗр тесе йышăнтăмăр. Тутарстанри Чăваш çыравçисен пӗрлешӗвӗн тата Чăваш наципе культура автономийӗн Ватсапри чатӗсене пӗлтерӳ парсан пурте сӗнӳпе килӗшрӗç. Палăк валли укçа пуçтарма тытăнтăмăр. Хыпар часах тăванӗсем патне те çитрӗ. Сочире пурăнакан тăванӗсем – кӗçӗн мăнукӗсем Надежда Журавлевапа Ольга Олейникова та пирӗнпе çыхăнура тăчӗç. Кирлӗ тăкаксен самай пайне Ольгăпа Надежда тăванӗсемпе пӗрле, тепӗр кӗçӗн мăнукӗ Вера Николаевна, ТР ЧНКА председателӗ Дмитрий Самаренкин, Çырчаллинче пурăнакан Сергей Уланов, Александр А., Александр Сидоров, Л.Кандалина, Татьяна Петровна Г.  саплаштарчӗç. ТР ЧНКА Канашӗн пайташӗсем, районсенчи ЧНКЦ ертӳçисем, Тутарстанри чăваш çыравçисем, Аксу район чăвашӗсем çапла пурте пӗрле палăкпа картине тума вăй çитертӗмӗр. Çапла вунă кун та иртмерӗ кирлӗ суммăна пуçтартăмăр та. Пурне те пысăк тав çак сăваплă ӗçе хутшăннăшăн. 

Шупашкарта палăка лартассипе çыхăннă ӗçсене Анатолий Ефимов-Хмытпа (ЧР Профессилле писательсен союзӗн пайташӗ, ЧР тава тивӗçлӗ учителӗ, çыравçă, Аксу районӗнчен) Лидия Филиппова ертсе пычӗç. Хут ӗçӗпе те нумай чупма тиврӗ, масар çине те пӗрре мар кайса çӳрерӗç. Анатолий Дмитриевича пысăк тав палăкпа картине лартнă çӗрте ӗçленӗшӗн, тирпей-илем кӗртнӗшӗн. Çапла пӗрле тем те тума пулать. 

Урăхла мӗнле пултăр-ха хамăр паллă çынсене хисеп тумасан?  Чăваш çыравçисем халăхăн литературăпа культура аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнӗ. Паян кунччен эпир çав пуян еткерпе усă куратпăр. Тата чăваш халăх культуринче мӗн авалтан ваттисене хисеплесси тӗп никӗс пулса тăнă, çапла юлӗ те. 

 

Ирина ТРИФОНОВА.

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашитатарстана чувашские писатели