Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» хаçат тусӗ «Салампие» турккăлла куçарнă

Бюлент Байрам турккăсене « Салампипе» паллаштарать.

А. Артемьевăн ватти те, вӗтти те юратакан «Салампи» повеçне çитес вăхăтра пирӗн пекех турккăсем те юратса вулас шанăç пур. Кӗнекене Турккă ученăйӗ, куçаруçи, фольклорисчӗ, филологӗ, «Сувар» хаçатăн тусӗ Бюлент Байрам куçарнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Чăн та, кӗнеке хальлӗхе кун çути курайман-ха, ăна калăплас ӗçсем пыраççӗ.  Кӗнекене çитес вăхăтра пичете ямалла. Аса илтеретпӗр, Бюлент Байрамăн турккăлла куçарнă пӗрремӗш чăваш кӗнеки мар ку, 2013 çулта «Улăп. Чăваш эпосӗ» кӗнеке чăвашла тата туркăлла пичетленнӗ пулнă. ( Сăнӳкерчӗк hypar.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России