Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Суварята» ансамбль декабрьте Мускавра Кремльте ташлать!

Пирӗн ентеш, паллă балетмейстер, РФ тата ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Анатолий Николаевич Музыкантов ертсе пыракан «Суварята» ташă ушкăнне (Шупашкар) Мускаври Кремль сцени çинче чăваш ташшине ташлама чӗннӗ.

Çак чыса пӗчӗк ташăçăсем сентябрӗн 15-16-мӗшӗсенче Эрик Сапеев ячӗллӗ Мари патшалăх академи оперăпа балет театрӗнче иртнӗ VI Халăхпа сцена искусствин «Танцуй и пой, моя Россия – дети!» Пӗтӗм Раççей фестивалӗн регионти тапхăрӗнче ÇӖНТЕРӲÇӖ-ЛАУРЕАТ пулса тивӗçнӗ. Кун çинчен пире  «Сувар» ансамблӗн ташăçи Татьяна Гаврилова пӗлтерчӗ.

«Суварята» ташланă чăваш ташшин илемӗпе хăватӗнчен питӗ тӗлӗннӗ профессионаллă жюри ансамблӗн ертӳçине Анатолий Николаевич Музыкантова хисеплесе ăшшăн тав тунă кăна мар, ансамбле çӗршывăн тӗп сцени çинче, Халăх ташшисен «Танцуй и пой, моя Россия!» Пӗтӗм Раççей фестивалӗн гала-концертӗнче ташлама та чӗннӗ. Декабрӗн 8-мӗшӗнче иртекен гала-концертра Раççейӗн чи лайăх музыканчӗсемпе ташă ушкăнӗсем хăйсен пултарулăхне кăтартӗç. «Суварята» ушкăн ташăçисене тата хисеплӗ ентеше Анатолий Николаевича черетлӗ çӗнтерӳпе хӗрӳллӗн саламлатпăр! Малалла та çакăн пек пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр. (Т.Гаврилова сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России