Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче пурăнакансем хӗлле те кичемленсе лармаççӗ

Теччӗ районӗнчи Çармăсри библиотека Çӗнӗ çул уявӗсен вăхăтӗнче кашни кун тенӗ пекех тӗрлӗ мероприятисем ирттерчӗ.

Ак, тӗслӗхрен, декабрӗн 31-мӗшӗнче чи пӗчӗккисемпе вăтам çулти ачасем валли çӗннине пӗлме пулăшакан «Çӗнӗ çул вăхăтӗнчи тӗлӗнтермӗшсем» программа хатӗрленӗччӗ. Библиотекарь шăпăрлансене Çӗнӗ çул уявӗ, йăли-йӗрки, ку праçник хăçан пуçланса кайни, чăрăша илемлетнин историйӗ пирки интереслӗ каласа пачӗ. Унтан ачасем паллă çыравçăсен хӗллепе çыхăннă юмахӗсемпе паллашрӗç. 

Январӗн 3-мӗшӗнче «Кӗнеке вулама, унти сăнарсене пӗлме юрататпăр» литература вăййи иртрӗ. Ун хыççăн пӗр ача та кӗнекесӗр каймарӗ библиотекăран. 

Хӗлле çанталăк сивӗ пулсан та ялан пӳртре кăна ларас килмест вӗт-ха. Çавăнпа та январӗн 4-мӗшӗнче ачасемпе урамра хӗллехи вăйăсем вылярăмăр. 

Кăçал пирӗн ентешӗмӗр, чăвашсене çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Январӗн 5-мӗшӗнче Иван Яковлевичăн калавӗсене вуларăмăр шкул ачисемпе, унăн биографийӗпе, ӗçӗ-хӗлӗпе  паллашрăмăр. 

Январӗн 6-мӗшӗнче поэзие юратакан ачасемпе литература сехечӗ йӗркелерӗмӗр, аслисемпе вара хӗллехи уявсем пирки калаçрăмăр. Кашни Раштавпа, Кăшарнипе çыхăннă историсем каласа пачӗ. 

Лидия КАРАЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Тетюшский район