Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЦИФРА ТВ: 14-МӖШӖ ÇИТЕССЕ АН КӖТ

Енчен те цифра телевиденийӗ çине куçма ӗлкӗреймерӗр е пӗлмерӗр-тӗк, 8-800-222-87-16 номерпе шăнкăравламалла.

Тутарстан цифра телевещанийӗ çине куçмалли кун çитиччен вăхăт нумай та юлмарӗ. Массăллă хыпар хатӗрӗсем республика çак историлле пулăма хатӗррине тахçанах пӗлтереççӗ пулин те, ТР Патшалăх управленийӗн цифрăллă аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министрӗ Айрат Хайруллин октябрӗн 8-мӗшӗнче ятарласах журналистсемпе тӗл пулса ыйтăва тепӗр хут уçăмлатрӗ.

Унăн сӗнӗвӗсем ӗçе юлашки куна хăварма юратакансене пырса тиврӗ ытларах. Мӗншӗн тесен цифра çине куçас хыпара кашни граждан патне çитернӗ ӗнтӗ. Ытти регионсен опытне шута илсе республикăра октябрӗн 14-мӗшӗнчен хӗрӳ лини, ятарлă штаб вăйлатнă режим çине куçса талăкӗпех ӗçлеме пуçланине аса илтерчӗ министр. Енчен те цифра телевиденийӗ çине куçма ӗлкӗреймерӗр е пӗлмерӗр-тӗк, 8-800-222-87-16 номерпе шăнкăравламалла. Ятарласа вӗрентнӗ 35 оператор сире мӗн тумаллине тӗплӗн ăнлантарӗ. Вӗсен урлах волонтерсене пулăшма ыйтма та пулать. Волонтерсем (пӗтӗмпе 2 пин ытла çынна хатӗрленӗ) киле килсех пулăшаççӗ. Паллах, тӳлевсӗр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: цифровое телевещание