Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ноябрӗн 9-мӗшӗнчен вакцинацин пӗрремӗш прививкине тутарманнисене тата медотвод çуккисене ӗçе кӗртмелле маррине аса илтернӗ.

Республикăра чирлекенсемпе вилекенсен шучӗ ӳсни пурне те шухăшлаттармалла пек те, анчах çынсем ковида хирӗçле мерăсене пăхăнса каясшăнах мар. Коронавирусăн çивӗч лару-тăрăвӗ Тутарстанра çирӗп чару мерисене йышăнма хистет. Ноябрӗн 7-мӗшӗччен палăртнă кану кунӗсене малалла тăсмасан та республикăра санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвӗ майлашăничченех çирӗп мерăсене пăхăнма тивӗ. Кун пирки ТР Президенчӗ Рустам Минниханов ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ ларура пӗлтернӗ. Ковида хирӗçле мерăсенчен пӗри – икӗ эрнерен 60 çултан иртнисен QR-код е медсправка çук пулсан вӗсен транспорт карттипе усă кураймаççӗ, вӗсен ӗçне чарса лартаççӗ.

Коронавирусăн çивӗч лару-тăрăвӗ Тутарстанра çирӗп чару мерисене йышăнма хистет. Ноябрӗн 7-мӗшӗччен палăртнă кану кунӗсене малалла тăсмасан та республикăра санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвӗ майлашăничченех çирӗп мерăсене пăхăнма тивӗ. Кун пирки ТР Президенчӗ Рустам Минниханов ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ ларура пӗлтернӗ. Ковида хирӗçле мерăсенчен пӗри – икӗ эрнерен 60 çултан иртнисен QR-код е медсправка çук пулсан вӗсен транспорт карттипе усă кураймаççӗ, вӗсен ӗçне чарса лартаççӗ.

«Ман адреспа питӗ нумай çынран обществăлла транспортра маска режимне пăсни пирки жалобăсем килеççӗ. Унта пит нумай çын вӗт, пурне те уйăрса лартма çук. Эсӗ вӗт тепӗр çыншăн хăрушă пулма пултаран», – тенӗ Президент.

Икӗ эрнерен 18 çултан аслăраххисем те обществăлла транспортпа QR-код е медсправка пулсан кăна усă курма пултараççӗ. Ку мерăсене çирӗп контроле илес тӗллевпе республика ертӳçи вакцинаци тума юраманнине çирӗплетекен справкăн электронлă вариантне тума хушнă.

Çавăн пекех малашне 18 çултан иртнисем вӗрентӳ учрежденийӗсене те QR-кодпа кăна кӗрейӗç. Тата аслă, вăтам профессилле вӗрентӳ шкулӗсен профессорсемпе преподавательсен йышӗпе мӗнпур сотрудниксен обязательнăй вакцинаци иртмеллине те аса илтернӗ.

Рустам Минниханов ноябрӗн 9-мӗшӗнчен вакцинацин пӗрремӗш прививкине тутарманнисене тата медотвод çуккисене ӗçе кӗртмелле маррине аса илтернӗ. Юлашки ултă уйăх хушшинче ковидпа чирлисене ку пырса тивмест.

Рустам Минниханов вакцинаци пит хăвăрт пурнăçланса пыманни çинчен те каланă. «Вилнисен хушшинче 85 проценчӗ вăтам çултан аслăраххисем. Ку çав тери пысăк цифра. Вӗсен пурăнмалла та пурăнмаллаччӗ-ха. Хăшӗ вакцинаци тума шутламан, теприсем кая юлса прививка тутарнă. Паллах, антителасем пулса ӗлкӗреймен. Ку статистика. Мана критиклеме пултарӗç, анчах пирӗн урăхла майсем çук», – тенӗ ТР Президенчӗ.    

Владимир Васильев сăнӳкерчӗкӗ, tatar-inform.ru сайт.     

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: коронавирус