Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанăн 81 çамрăк çемйи ку çулта çӗнӗ хваттерлӗ пулнă

«2023 çулта республикăн 38 районӗпе хулисенче пурăнакан 81 çамрăк çемье „Çамрăк çемьесене пурăнмалли вырăнпа тивӗçтересси“ программăпа çурт е хваттер туяннă. 2006 çултанпа вара 8 122 çемье хăйсен пурăнмалли условийӗсене лайăхлатнă. 2024 çулта республикăн 41 районӗнчен пурӗ 84 çамрăк çемье субсиди илме тивӗçлӗ», — тенӗ министр.

Тутарстанра çамрăк çемьесем валли харăсах тăватă çурт-йӗр программи ӗçлет. Юлашки пилӗк çулра кăна 3 пин ытла çемье хăйсен пурăнмалли условийӗсене пурӗ 700 миллион тенкӗлӗх лайăхлатнă. Кун пирки ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков пӗтӗмлетӳ пресс-конференцийӗнче пӗлтернӗ. 

«2023 çулта республикăн 38 районӗпе хулисенче пурăнакан 81 çамрăк çемье „Çамрăк çемьесене пурăнмалли вырăнпа тивӗçтересси“ программăпа çурт е хваттер туяннă. 2006 çултанпа вара 8 122 çемье хăйсен пурăнмалли условийӗсене лайăхлатнă. 2024 çулта республикăн 41 районӗнчен пурӗ 84 çамрăк çемье субсиди илме тивӗçлӗ», — тенӗ министр. 

Нумайăшӗ «Çамрăк çемье» программăпа усă курать. Ку енӗпе социаллă ипотекăна çулталăкне 7 процентпа илме пулать. Кăçал кăна çак программăпа 320 çемье усă курнă.

Унсăр пуçне 2023 çулта 30 çамрăк çемье «Çамрăк çемьесене пурăнмалли условисене лайăхлатма патшалăх пулăшăвне парасси çинчен» ТР законӗпе килӗшӳллӗн процентсăр рассрочка панă. 

Çулсерен Тутарстанра «Çамрăксен кил-çурт конкурсӗ» иртет, унпа килӗшӳллӗн çамрăк специалистсем, сотрудниксем хушшинче Тутарстанăн патшалăх çурт-йӗр фончӗн социаллă ипотекин условийӗсене тӗпе хурса 49 хваттер вылянтараççӗ.

Сăнӳкерчӗк minmol.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: минмолодежи