Республикăра ЕГЭ паракансен хушшинче 459 шкул ачи пӗр предметпа 100 балл пухнă. Çак кăтартупа Тутарстан малта пыракан регионсен шутне лекнӗ. Списока çавăн пекех Мускав, Санкт-Петербург, Мускав облаçӗ тата Краснодар крайӗ кӗнӗ.
Çӗр балл пухнисен шучӗпе Санкт-Петербург малта – ЕГЭ парса 100 балл пухакансен шучӗ унта 914 выпускник. Иккӗмӗш вырăнта – Мускав облаçӗ, унта 836 шкул ачи чи пысăк кăтартупа экзамен панă. Краснодар крайӗнче ку цифра 416 танлашнă – ку регионăн юлашки 12 çулхи чи лайăх кăтартăвӗ. Пушкăртстанра пӗр предметпа та пулин чи пысăк балл 183 выпускник илнӗ, пӗлтӗр вӗсен 159-ăн пулнă.
Çавăн пекех ытти регионсенче те – Сахалин облаçӗнче, Бурятире, Новосибирск, Ленинград, Калуга тата Пенза облаçӗсенче çӗр баллисен шучӗ ӳсни палăрать – унта вӗсен шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан икӗ хута яхăн ӳснӗ.
Нет комментариев