Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Валери Туркая «Литературăри тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» паллăпа чысланă!

Хисеплӗ поэта пысăк наградăна тивӗçнӗ ятпа ăшшăн саламлатпăр, пултарулăх анинче ывăнмасăр ӗçлеме, çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр!

Чăваш халăх поэтне, Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ фондăн директорне, Чăваш тата Тутарстан республикисен культурисен тава тивӗçлӗ ӗçченне Валери Туркая Раççей Писательсен союзӗ хăйӗн чи пысăк наградипе, «Литературăри тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» Хисеплӗ паллăпа, чысланă. Наградăна поэта паллă вырăс çыравçи тата обществăлла деятелӗ Николай Федорович Иванов Чăваш писателӗсемпе журналисчӗсен союзӗн 100 çуллăхне халалланă мероприятире, хаваслă лару-тăрура панă. 2012 çулта Валери Туркай поэт патшалăх наградине, «Чăваш Республики умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» медалье, тивӗçнӗччӗ. (Сăнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России