Вăрçăра хыпарсăр çухалнă аслашшӗне 25 çул шыранă
Тӗччӗре пурăнакан Анатолий Сергеевич Хохлов аслашшӗн тăприне кăçал Çимӗк вăхăтӗнче Калуга облаçӗнчен илсе килсе асламăшӗн вилтăпри çине сапрӗ. 1990-мӗш çулсенчех пуçланă шырава Анатолий Сергеевич çакăн пек çăра пăнчăпа вӗçлерӗ. Эпир унпа çулçӳреврен таврăнсанах тӗл пулса калаçрăмăр.
Теччӗ районӗнчи Çӗньялти Ксения Михайловна Хохлова 1941 çулта вăрçа ăсатнă мăшăрне Иван Прокопьевич Хохлова тинех, 81 çултан, кӗтсе илчӗ. Хыпарсăр çухалнă упăшки тупăнасса, хăçан та пулсан пурпӗр тăван киле таврăнасса юлашки сывлăшӗ тухма чарăниччен аслă çул çинчен куçне илмесӗр шаннă вăл. Леш тӗнчере чунӗсем тахçанах тӗл пулнă-ха ӗнтӗ, хăй вилни те темиçе çул вӗт, халӗ акă ӳчӗсем те юнашар темелле...
– Анатолий Сергеевич, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă çӗньялсене пурне те шыраса тупнă эсир, çак ӗçе пуçăнма мӗн хистерӗ сире?
– Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине пирӗн ялтан пурӗ 130 çын кайнă, вӗсенчен 53-шӗ кăна сывă таврăнайнă, 67-шӗ вăрçă хирӗнче выртса юлнă, 21-шӗ тыткăна лекнӗ, тепӗр 36-шӗ вара хыпарсăр çухалнă. Фронта кайнисенчен 10-шӗ офицер (кӗçӗн лейтенантран пуçласа майор таран). Пирӗн çемьерен асатте Иван Прокопьевич Хохловпа (1903 çулхи) унăн пӗртăван шăллӗ Павел Прокопьевич (1905 çулхи) вăрçă пуçлансанах фронта кайнă, иккӗшӗ те хыпарсăр çухалнă, фронтран нимӗнле извещени-тавраш килмен. Ман атте Сергей Иванович (1926 çулхи) та вăрçă ветеранӗччӗ, фронта ăна 1943 çулхи октябрь уйăхӗнче илнӗ, киле 1950 çулхи октябрь уйăхӗнче кăна таврăннă. Мăн асатте Прокопий Иванович Хохлов (1877 çулхи) Раççей империйӗн 307-мӗш пехотин Спасск полкӗн рядовойӗ пулнă. 1-мӗш Тӗнче вăрçине 1914 çулта июлӗн 21-мӗшӗнче кайнă. Вăл та хыпарсăр çухалнă пирӗн. Ăна каярах шыраса тупрăм, 1915 çулта июлӗн 10-мӗшӗнче Польшăри Грубешов çапăçăвӗнче (Львовран инçе мар) пуç хунă иккен. Эпир ӳснӗ чухне çемьере вăрçă çинчен питех калаçмастчӗç. Вилнисем çинчен сайра хутра кăна аса илетчӗç. Хуйхă пысăккипе çапла пулнă-ши ӗнтӗ, пӗлместӗп. Кил урлă тенӗ пек вăрçăран йывăр аманса таврăннисем пурăннине астăватăп. Хăшӗн алли çукчӗ, хăшӗ уксахлатчӗ, хăшӗ хăй тукаланă протезпа çӳретчӗ. Асанне кăна асаттене аса илсе сăмах хускататчӗ килте. Питӗ ăслăччӗ вăл (1992 çулта вилчӗ), сăнанă-тăр çав: «Толя, аслаçăна сансăр пуçне урăх никам та тупаймасть», – тетчӗ ялан. Вăт, çакă хистерӗ те мана мӗн çамрăкран шырав ӗçне пуçăнма.
– Тин кăна çухалнисене шырасси те çав тери кăткăс та, 60-70 çул каялла çухалнисене пушшех те пуль? Мӗн пӗлмелле, мӗне шута илмелле, мӗне хатӗр пулмалла шырас текенӗн?
– Чăн малтан чăтăмлăх, интересленни кирлӗ. Хӗрлӗ Çарăн йӗркелӳ структурипе, вăрçă историйӗпе тӗплӗн паллашмалла. Ку е вăл салтак-офицер ăçта лекнине кура çав полкăн çар çулне тӗпчемелле. Докуменчӗсем те, карттисем те пур полксен, тупмалла кăна. Енчен те тăванăр ăçта лекнине те пӗлместӗр пулсан, архивра сире никам та, нимӗн те тупса памасть. Кун пеккине хатӗр пулмалла. Эпӗ акă шырав ӗçӗпе тӗплӗн ӗçлеме 1990-мӗш çулсенче пуçларăм. Мускав хула комиссариатне, Пӗкӗлмене тата ытти çӗре нумай çыртăм. Çырусем пӗр хулăн папка чухлех пухăнчӗç. Пур çӗртен те «нет сведения», «сведениями не располагаем» пек стандартлă хуравсем килчӗç. Чи интересли, асатте Пӗкӗлмере пулнине асанне те, атте те пӗлмен. Те хăйсен грамотноçӗ çитеймен, те ун чух вӗсене нимӗн те каламан.
– Нумай вăхăт шырама тиврӗ-и аслаçăра? Мӗнрен пăр тапранчӗ пек?
– Малтанхи тапхăрӗ кăна 12 çула тăсăлчӗ. Çак вăхăт пӗтӗмӗшле информаципе паллашса ăнкарма кайрӗ. Асатте çинчен пӗрремӗш сведение 1999 çулта Петербургран янă медицина документӗнче тупрăм. 1942 çулта Мускаври 4626 номерлӗ госпитальте сипленнӗ иккен. Оборона министерствин тӗп архивне темиçе хут çыртăм кун хыççăн. Каллех стандартлă хурав – «нет сведений». Унтан Теччӗри çар комиссариатӗнчен призыв командин списокне илтӗм. Ун тăрăх асаттене Пӗкӗлмене янине пӗлтӗм (Пӗкӗлмери 352-мӗш дивизие Теччӗ районӗнчен 6 команда, пурӗ 139 çын, кайнă). Шăп çакăнтан шырав малалла кайрӗ.
– Унăн çар çулӗ çине ӳкрӗр эппин...
– Вӗсене хăçан, ăçта янине тӗпчеме тытăнтăм. Мускав патне янă иккен. Хăш района, хăш тӗле – каллех паллă мар, интернет самани пуçланманччӗ-ха вăл вăхăтра. Сăмах май, 352-мӗш дивизин 1158, 1160, 1162-мӗш полкӗсем ăçта тăни çинчен сведенисем халӗ те çук Пӗкӗлмере. Полксем фронта 1941 çулхи ноябрӗн 7-8-мӗшӗсенче кайнă тесе çырнă вокзалти асăну хăми çинче. Тӗрӗс мар ку, ноябрӗн 28-мӗшӗнче кайнă вӗсем. Кун çинчен Хӗрлӗ Çар генеральнăй штабӗн начальникӗн Б.М.Шапошников генералăн «Битва за Москву» мемуарӗнче çырнă, унта схема та пур. Полксем 3 талăкран (куллен 400-шер километр ытла) вырăна çитнине асăнать. Вăл вăхăтшăн çав тери пысăк хăвăртлăх ку. Асаттесен полкӗ декабрӗн 1-мӗшӗнче Мускав çывăхӗнчи Ховринăна (хальхи Химки патӗнче) çитнӗ. Каярах Мускава Оборона министерствин тӗп архивне кайса 1160-мӗш полкăн рядовойпа сержант составӗн учечӗн списокне тупрăм. Тӗрӗсех, Теччӗрен кайсан асаттене Пӗкӗлмере 1160-мӗш полкăн 3-мӗш батальонӗн 8-мӗш ротине кӗртнӗ. Çак информаци хыççăн ӗç тата çăмăлрах кайрӗ. Ховринăна çитсен Красная Полянăри наступление хутшăннă полк. 20-мӗш Çарăн 2-мӗш эшелонӗнче пулнă, унтан Солнечногорска ирӗке кăларнă, кун хыççăн Волоколамск еннелле пăрăннă. Волоколамска декабрӗн 19-мӗшӗнче ирӗке кăларнă. Анчах 352-мӗш дивизи пӗрремӗш эшелона хутшăнман, Тимково ялӗ хӗрринче пӗрремӗш çапăçăва кӗнӗ.
– Хыпарсăр çухалнă салтаксене шыранă чух мӗн чи йывăрри пулчӗ?
– Полкăн çар çулне пӗлсен ун тăрăх шырама çăмăлрах. Медицинăпа санитари службин докуменчӗсенче чакаланасси вара çав тери йывăр. Салтак таçта лекме те, ăна шута илмессе те пултарнă. Аманнă кашни салтакăн ятарлă анкета карточкине (хушамачӗ, ячӗ, ашшӗ ячӗ, миçере, ăçта çуралнă, хăш полкран, мӗнле ротăран, батальонран, тăванӗсем камсем) тултармалла пулнă. Эвакуациленӗ чух ăна аманнин кӗсйине е курăнакан вырăна, пиçиххи хушшине, чиксе янă. Çак карточка тăрăх салтак-офицера полк составӗнчен кăларас йӗрке пулнă. Хăш чух ку карточкăра хушамачӗсӗр пуçне ятне-шывне те туллин çырман е тултарса та тăман. Çапла майпа салтак сыввисен хушшине те, вилнисен хушшине те кӗмен, полкран вара кайнă. Хирти госпитальсенче, тӗслӗхрен, карточки çуккисене малтан сиплемен те. Каярах кăна Фронтăн санитари управленийӗ аманнисене карточки çук пулсан та сиплемелли, унăн анкета даннăйӗсем пулмалли çинчен ятарлă хушу кăларнă.
– Çавах та медицинăпа санитари службин докуменчӗсенче вӗçне-хӗрне тухайнă-ха эсир...
– Декабрӗн 25-мӗшӗнче Тимково çине наступлени пуçланнă. Кăнтăр енче, Лама çырми урлă каçсан, декабрӗн 26-мӗшӗнче, асатте аманни çинчен информацие тӗп архивра пачӗç. Унтан Тимковăшăн çапăçусем пулни пирки информаци тупăнчӗ. Малалла эвакуаци тапхăрӗсем пуçланнă унăн. 352-мӗш дивизин медсанбачӗ Волоколамскра тăнă пулнă. Асатте иккӗмӗш тӗрӗслев госпитальне, Мускав çывăхӗнчи Красногорск районӗнчи Нахабинăри 675-мӗш куçса çӳрекен госпитале (икӗ çул каялла пулса куртăм, госпиталь çурчӗ халӗ те ларать) лекнӗ. Унта декабрӗн 31-мӗшӗччен выртать, малалла Мускаври 2386-мӗш сортировка госпитальне (Тимирязев ял хуçалăх академийӗн общежити çурчӗ вырăнӗнче вырнаçнă пулнă) куçараççӗ. Кунтан аманнисене профильлӗ госпитальсене ăсатса тăнă. Çав кунах 4626-мӗш госпитале, Мускаври Железнодорожная районӗн хирурги больницине (Ярослав вокзалне хирӗç вырнаçнă вăл, çурчӗ паянхи кунччен те пур) куçарнă.
Унтан каллех алăксем хупăнчӗç. Эвакогоспитальтен хăçан тухнă, ăçта кайнă – каллех информаци çук. Шухăшсем пурччӗ-ха ман, мӗншӗн тесен кама-тăр шырас тесен Хӗрлӗ Çарăн йӗркелӳ структурине, уйрăмах медицинăпа санитари службинне, лайăх пӗлмелле. Мӗншӗн тесен сывалса тухсан салтаксем запас полка лекнӗ. Хӗвел анăç фронтăн пӗтӗмпе 3 тӗп запас полкӗ пулнă, 1941 çулта октябрь уйăхӗнче Вязьма енчен каялла чакнă чух Мускав çывăхӗнче 206-мӗш полк – Мытищинче тăнă, 202-мӗшӗ – Салтыковка-Балашихăра, 208-мӗшӗ Кратовăра тăнă. Асатте Кратовăна е Мытищине лекнине тӳрех ăнкартăм. Тӗрӗс те, ăна Мускаври Железнодорожная районӗнчи 4626-мӗш госпитальте сипленнӗ хыççăн, 1942 çулхи мартăн 8-мӗшӗнче Мытищинчи 206-мӗш запас полкăн (çыхăну институчӗн общежитийӗнче вырнаçнă) сывалса пыракан командине янисен списокӗнче тупрăм.
– Малаллахи шăпине палăртма та çăмăл пулмарӗ-тӗр-ха?
– Сывалса пыракансен командинче 10 кунран кая мар сипленмеллине пăхмасăр, нумай тăратман вӗсене. Мӗншӗн тесен Хӗрлӗ Çарăн çухатăвӗсем вăл вăхăтра пысăк пулнă. Çапла 11-мӗшӗнче марш батальонне йӗркелесе малтан Малый Ярославеца (унта 43-мӗш Çарăн 186-мӗш стрелоксен запас полкӗ тăнă), унтан мартăн 14-мӗшӗнче 602 çынран тăракан марш роти йӗркелесе 43-мӗш Çара яраççӗ. Кунта распределенипе асатте 415-мӗш дивизин 1326-мӗш полкне лекет. Калуга облаçӗнчи Кошняки (Кӗçӗн Ярославецран 100 çухрăмра) станцие çитсен малалла 30–35 километрти Захарово ялне çӗрле çуран каяççӗ. Тин килнисене тавралăхпа, командăпа паллашма 3 кун та пулсан памаллах пулнă ӗнтӗ, анчах вӗсене тӳрех çапăçăва кӗртнӗ. Малтан Березки ялне ирӗке кăларма хутшăнать асатте. Унтан çапăçусем Шеломцы (Угра юханшывӗ леш енче, Смоленск облаçӗ ку) ялӗшӗн пыраççӗ. Çухатусем пысăккипе пирӗннисем яла илеймеççӗ. 43-мӗшпе 49-мӗш Çарсен Ефремов генералăн 33-мӗш Çарне мартăн 26-мӗшӗнче тăшман ункинчен тухма коридор тумалла пулнă. Шăпах Меноки ялӗ патне, вăрман çулӗпе Красная Горкăран аяларах, килнӗ асаттесем. Тӳрех мина хирне кӗрсе кайнă, ку вăл мартăн 26-мӗшӗнче пулнă. Çухатусем пысăк пулнипе Собжа юханшывӗ патне анса хурăнлăха кӗрсе юханшыв хӗррипе Красная Горка патнелле пынă. Нимӗçсем çав тери лайăх çирӗпленнӗ, хутлă-хутлă траншейсем чавнă вырăн пулнă вăл. Çитменнине сăртра ларнă. Пирӗннисем вӗсене ал тупанӗ çинчи пекех курăннă. Çавăнпа асаттесем 6 кунра пурӗ те 1 километр кăна иртейнӗ те, мӗншӗн тесен нимӗçсем минометран та, авиацирен те хытă пенӗ. 6 кунра 1326-мӗш полк хăй кăна 506 çын çухатнă, çак шута пирӗн асатте те лекнӗ, вăл апрелӗн 2-мӗшӗнче вилнӗ. Кăна пӗрчӗн-пӗрчӗн информаци пухса палăртрăм. Красная Горкăна пирӗннисем илеймен ун чух. Çуркунне Угра юханшывӗнче пăр кайма тытăнсан шыв хӗп-хӗрлӗ тӗспе пӗвеннине аса илекенсем пур. Вилнисене никам та пытарайман, çуркуннечченех выртнă вӗсем. Каярах та тăпрапа кăна хуплакаланă. Мӗншӗн тесен çак вырăнта çапăçусем 1,5 çул вӗçӗмсӗр пынă. Вăл нимӗçсемпе пирӗннисене алăран алла куçнă.
– Вăрçăра хыпарсăр çухалнисен шучӗ çав тери пысăк. Мӗнле шутлатăр, мӗншӗн çав териех нумай вӗсем пирӗн? Хӗрлӗ Çар учет ӗçне начар илсе пынипе çыхăннă-и ку?
– Пур çӗрте те çынран нумай килнӗ. Аманнисен карточкисене мӗнле тултарнине çӳлерех аса илтӗм ӗнтӗ. Акă тепӗр тӗслӗх: 415-мӗш дивизи Угра урлă каçса Красный Октябрь ялӗ çине наступленипе кайнă вăхăтра сылтăм флангра юлнă 1326-мӗш полка 5-мӗш гварди стрелоксен дивизине вăхăтлăха, 6 куна, панă. 415-мӗш дивизин командирӗ Каначадзе подполковник 43-мӗш Çар Канашне каярах çапла отчет тăвать: «1326-мӗш стрелоксен полкӗ 1942 çулхи апрелӗн 5-мӗшӗччен 5-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн йышӗнче пулчӗ, ун хушăвӗсене пурнăçларӗ. Çавăнпа дивизин мартăн 27-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 2-мӗшӗсемччен пулнă пӗтӗмӗшле çухатăвӗн йышӗнчен 1326-мӗш полкăн çухатăвне, 506 çынна, кăлармалла...» Çак çыруранах куратпăр, Каначадзешӗн пуç хунă çак 506 салтак унăн дивизийӗн çынни мар. Апла-тăк, вӗсен енӗпе карточка та никам та тултарман. Çапла ку çынсем, çав шутра ман асатте те, вилнисен те, сыввисен те хушшине лекмен – вӗсем пурте хыпарсăр çухалнисен йышӗнче. Документсенчи тирпейсӗрлӗхсене нумай асăрхарăм. Хăш-пӗр список тăваканни салтаксен хушаматне кăна туллин çырнă, ятне-шывне вара инициал лартса янă. Унăн вӗт салтак çинчен информацие туллин çырмалла пулнă, вăл вара ӳркеннӗ. Кун пек тӗслӗхсем сахал мар. Шăпах çак сăлтавпах тăванӗсем тупаймаççӗ те хыпарсăр çухалнисене.
– Аслаçăрпа çыхăннă шыравăн вӗçӗ-хӗррине хăçан тухса пӗтрӗр? Эсир нумай пулмасть Калуга облаçӗнчен, аслаçăр пуç хунă вырăнсенчен таврăнтăр. Мӗнпе асра юлчӗ çулçӳрев?
– 25 çул шырарăм асаттене. Виçӗ çул каялла вӗçне-хӗрне тухса килтен тухса кайнă кунӗнчен пуçласа юлашки кунччен хронологине турăм. Ăна шыранă çулсенче Мускавра кăна темиçе хут пултăм. Ачасем унта пурăнаççӗ те, кашни каймассерен архивсене кӗрсе тухнă эпӗ. Çак 25 çулта пăхса тухнă истори докуменчӗсен шучӗ те çук. Виçӗ çул каялла Калуга облаçӗн Юхнов районӗнчи Климозавод шкулӗн директорӗ пулнă Татьяна Александровна Мартынюкпа паллашрăм. Кайма та хатӗрленнӗччӗ, коронавирус пандемийӗ чăрмантарчӗ. Кăçал пуçтарăнсах Калуга облаçне çитсе килтӗмӗр. Мускавран хӗрӗмпе кӗрӳ те пычӗç. Красная Горка патӗнче тăванла масарсем нумай. Уйрăмах Большое Устье ялӗ патӗнче хăрушă çапăçусем пынă. Унта 2 çул каялла «Большое Устье» чаплă мемориал уçăлнă. Шурлăх, вăрман урлă каймалла пулсан та çынсем таçтан та килеççӗ унта. Кам асăну хăми хăварать, кам тата ыттине. Татьяна Александровна ку тăрăхри вилтăприсене пăхса тăрассине аван йӗркеленӗ. Вăл тăрăшнипе астăвăм куç пек упранать кунта. Калăн, вăрçă 77 çул каялла мар, ӗнер кăна вӗçленнӗ. Пире лайăх кӗтсе илчӗ вăл. Ятарласа машина хатӗрлесе хунăччӗ. Асатте вилнӗ вырăна (2-мӗш ӳкерчӗк) вăрман, шурлăх урлă кайрăмăр. Çул мар вăл, шăтăк çине шăтăк.
Вăрçă вăхăтӗнче çунтарнă-тустарнă ялсенче çынсем урăх пурăнман. Красная Горка Большое Устье ялӗнчен 1 çухрăмра Собжа юханшывӗ çумӗнче çапăçусем пулнă вырăн халӗ те чуна çӳçентерет. Ăçта çитнӗ унта каска, тимӗр татăкӗсем йăваланаççӗ. Пытарманнисем те пур-тăр. Çапăçусем пынă хирсем çук, вӗсене вăрман пуснă.
– Хыпарсăр çухалнисене шырассин пӗлтерӗшӗ сирӗн шутпа мӗнре? 77 çул хыççăн шырамалла-и вӗсене?
– «Вилнисене хисеплемен çынна сыввине хисеплеме вӗрентме çук», – тесе ахальтен каламан Рокоссовский. Шел те, вăрçăра вилнисене, уйрăмах хыпарсăр çухалнисене, хисеплеме вӗренсе çитеймен-ха пирӗн халăх. Шырав опычӗ пысăк пулнипе усă курса эпӗ вăрçăра хыпарсăр çухалнă тăвансене кăна мар, ялти мӗнпур салтака, 36 çынна, шыраса тупрăм. Вӗсене асра хăварас, пухнă информаци ан çухалтăр (ӗмӗр пурăнмастăп вӗт эпӗ) тесе пурте пӗрле пухăнса пӗр 30 экземплярпа та пулсан кӗнеке кăларма сӗнтӗм. Мӗн шутлатăр? Пӗр çынна та интереслӗ пулмарӗ ку, никама та кирлӗ мар. Хыпарсăр çухалнă 36 çыннăн тăванӗсенчен пӗр Толмановсем кăна Карелие, тăванӗн вилтăпри çине кайса килчӗç. Çакнашкал хисеплетпӗр пулмалла çав эпир хамăр паттăрсене. Ку ӗнтӗ вӗсен ӗçӗ, эпӗ хамран мӗн килнине йăлтах турăм тесе шутлатăп.
– Тавах сире, шыравшăн, калаçушăн.
Редакцирен: А.С.Хохлов энтузиаст-таврапӗлӳçӗ. Вăл Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче Тутарстанра хӳтӗлев чиккине чавнин историне тӗпченӗ, архив докуменчӗсемпе çирӗплетнӗ. Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисен строительствине 80 çул çитнӗ май Чăваш Ен Пуçлăхӗн Олег Николаевăн хушăвӗпе Анатолий Сергеевич Хохлова асăну медалӗпе чысларӗç. Саламлатпăр!
Хохловсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев