Хальхинче юррăма жюрие мар, халăха хаклаттарас килет
«Анне ман Раççей, атте Тутарстан...» – çапла юрлать Хусан хӗрӗ Элина Нишева хăйӗн «Я – Россиянка» юрринче. Çӗнӗ юрă интернетра хăй итлекенне тӳрех тупрӗ, ăна халӗ тӗрлӗ çултисем итлеççӗ. Патриотизм темипе юрăсем çыракан çамрăк авторпа эпир ятарласах тӗл пулас терӗмӗр.
– Элина, хăвăнпа паллаштар-ха?
– Эпӗ 29-та, юрлама питӗ юрататăп. Хăш-пӗр композицисен сăввин те, кӗввин те авторӗ хамах. Пӗр шухăшлă çынсемпе ӗçлетӗп. Вӗсем сăвă е кӗвӗ çырса параççӗ мана, хăш чух юрра пӗрлех çыратпăр.
– Музыка тӗнчинче мӗн ачаранах эппин?
– Хусанти 3-мӗш музыкăпа хор шкулӗнче çапса каламалли музыка инструменчӗсен специальноçне вӗреннӗ эпӗ. Параппан калаттăм, хамăрăн вокал ушкăнӗ те пурччӗ. Çаплах вокала, хора çӳренӗ. Çавăн чухнех юрă çыраттăм та хамăн преподавателе Диляра Хайдаровна Хузинăна кăтартаттăм, вăл тӳрлететчӗ. Темиçе юрă пӗрле çырнă эпир унпа. Малалла Хусанти радиомеханика колледжӗнче социаллă культура ӗçӗсен менеджерӗн специальноçне алла илтӗм. Вокал та пурччӗ, çапах ытларах пусăм режиссура çинеччӗ унта. Ку мана халӗ çав тери пулăшать, юрă клипӗсен сценарине хамах шухăшласа кăларса çыратăп. Ытти артистсене те ку енӗпе пулăшатăп. Çаплах культура институтне те пӗтернӗ эпӗ.
– Мӗнле жанр чуна çывăхрах сана?
– Ытларах лирикăпа ӗçлеме килӗшет. 13 çултанах юрăсем çыратăп, сăввине те, кӗввине те. Репертуарта пӗр 10-11 юрă та пулчӗ ӗнтӗ ман, вырăсла, тутарла. Хам çырни кăна мар, парнеленисем те. 2022 çулта Шаман (Ярослав Дронов) юрăçăн пултарулăхӗпе хавхаланса патриотизм теми çине куçрăм. Шаманăн пултарулăхӗпе мана чăн малтан анне паллаштарчӗ. «Я русский» юрра итлесе пăхма сӗнчӗ. Кун хыççăн манăн та Раççейпе çыхăннă юрăсем çырас килчӗ. Хам Хусанта пурăннăран Раççее, Тутарстана пӗрле çыхăнтарса юрă çырса клип ӳкерес терӗм. «Я– Россиянка» юррăн сăввине Новосибирск хӗрӗ Наталья Ивакина çырса пачӗ. Питӗ позитивлă, ырă кăмăллă çын вăл. Хăйпе куçа-куçăн кăна курнăçайман-ха эпир хальлӗхе. Вăл та нумай ӗçлет. Аудио, видеоçыхăнупа кăна калаçатпăр.
– Патриотизм туйăмӗ этемре пӗр çеккунтра çуралакан япала мар, ачаранах тӗвӗленмелле. Санра ку туйăм вăйли курăнать.
– Хамăр эпир Пермь тутарӗсем, унтан куçса килнӗ. Кукамай Чистайра çуралнă. Унăн пӗртăван тетӗшӗсем, мăн асаттепе мăн кукаçи – пурте Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пулнă ман. Тав Турра, сывах таврăнайнă. Кукамин пӗртăван тетӗшне (Тинӗс-çар флотӗнче пулнă, çапăçура хырăмран аманнă) паттăрлăх кăтартнăшăн Рокоссовский маршал госпитале килсе хăй чысланă.
Патриотизм темипе кӗтмен çӗртен интересленме тытăнман эпӗ. Аслă классенче вӗреннӗ чухне «Любэ» ушкăнăн юррисене итлеттӗм, уйрăмах «Комбат», «Там, за туманами» юррисем килӗшетчӗç. Вӗсене кашни итлемессерен куççуль тухатчӗ. Совет саманинчи, патриотизмла юрăсене те яраттăм хушăран. «Марш Славянки» юрра халӗ те итлетӗп-ха. Лев Лещенкон «День Победы» юррине кăмăллатăп тата. Никама та манманнине, нимӗн те манăçманнине асра тытас килнипех пуль.
– Новосибирск хӗрӗпе Наталья Ивакинăпа мӗнле паллашрăн?
– Эпӗ унпа «ВКонтакте» социаллă сетьре, каллех Шаман пултарулăхӗ урлă, паллашрăм. Юрăçăн пултарулăхӗпе хавхаланас шутпа социаллă сетьсенче тематикăллă ушкăнсене шырарăм. Çакăн пек ушкăнсенчен пӗринче Наталья Ивакинан сăвăласа çырнă комментарине вуларăм. Шамана халалласа сăвăллă открыткăсене çав тери лайăх тăвать вăл. «Шаман, патриотизм темипе мӗнле лайăх çырать ку, мӗншӗн пӗрле ӗçлеме сӗнсе пăхас мар?» – тесе «ВКонтактере» хăй патне çырса ятăм. Çапла 2023 çултанпа пӗрле ӗçлетпӗр. 2024 çулта пирӗн «Я – Россиянка» юрă тухрӗ. Хальхи вăхăтра тепӗр «Родные» юрă çыратпăр унпа. Юрă хатӗр темелле, аранжировщика парасси кăна юлчӗ. Чи çывăх çынсем çинчен пулать вăл, «Помолимся за родителей» (авторӗсем Сосо Павлиашвилипе Константин Губин) юрă манерлӗ. Кунсăр пуçне килте кӗтекен пӗчӗк хӗрӗ патне таврăнакан СВО салтакне халалланă юрă та çырма тытăнтăмăр.
– «Я – Россиянка» юрă хăвăрт çуралчӗ-и?
– Наталья Ивакина сăвă текстне ярса парсан пӗр-икӗ кунранах кӗвви те çуралчӗ. Диктофон çине çыртартăм та аранжировщика ярса патăм. Хатӗр юрра малтан хамăн мăшăра Владислава, унтан çемье чатне ярса çывăх тăвансене итлеттертӗм. Лайăх юлташăм та итлесе пăхрӗ. Паллах, Наталья Ивакина та. «44 çул пурăнса пӗрремӗш хут ыттисем валли сăвă çыртăм иккен», – тесе савăнчӗ вăл. Пурне те килӗшрӗ пулсан та, студине темиçе хут та кайса юрра якаттартăм. Кашни сасси тӗрӗс те уçă тухтăр, кирлӗ пек пултăр тесе тăрăшрăм.
– Юрă клипне ăçта тата кам ӳкерчӗ?
– Клипа «Жар-птица» телеканал ӳкерчӗ. Ку телеканал манăн килте пур, пăхатăп ăна. Унта нумай артист хăйӗн халăх, патриотизм темипе çырнă юррисене юрлать. Клипсем ӳкермеççӗ-ши тесе унта шăнкăравларăм та çулла Мускавра ӳкерме калаçса татăлтăмăр. Измайлов Кремлӗ çумӗнчи хитре паркра ӳкертӗмӗр. Клипа Раççей хулисен – Калининград, Санкт-Петербург, Мускав, Хусан, Ялта – вставкисене кӗртме ыйтрăм.
– Урăхла каласан, клипăн сценарийӗ хăвăнах?
– Сценари кăна мар, клип валли тума та хамах суйларăм. Хальхи вырăс стилӗлли пултăр терӗм.
– Подписчиксем «Я – Россиянка» юрра мӗнле йышăнчӗç? Шамана тапăннă пек хейтерсем тарăхтармарӗç-и?
– Тӗпрен илсен, çав тери лайăх. Юрă та, клип та çынсене килӗшнӗ. Нумайăшӗ сывлăх, ăнăçу сунса çырчӗç. Паянхи кун тӗлне «ВКонтактере» клипа 230 – 232 пин хут пăхнă, 145 хутчен репост тунă. Хейтерсем... Пулчӗç вӗсем те, тӗпрен илсен туслă мар çӗршывсенчен. Лăпкăнах йышăнтăм ку япалана, ылтăн укçа та пурне те килӗшмест теççӗ те, ман çинчен мӗн каламалла. Лентăна усал комментарисемпе варалас мар тесе эп вӗсем çине пӗрре те хуравламарăм е хуратса пытăм.
– Ку юрра ăçта та пулсан юрланă-и эсӗ?
– Хусанта Раççей, Республика кунӗсенче, февраль уйăхӗнче «Московский» Культура центрӗнче Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунне халалланă концертсенче юрлама йыхравларӗç. Урăхла каласан, мана Хусанти Культура управленийӗ лайăх пӗлет. Çӗнтерӳ кунӗнче те юрласшăн-ха.
– Халӗ пирӗн икӗ тӗнче, пӗри чăнни, тепри виртуалли? Интернетра юрă сарăлчӗ ӗнтӗ. Ку юрăпа Раççейӗн пысăк сценисем çине тухас, конкурссене хутшăнас теместӗн-и?
– Конкурссем тенӗрен, эп кун çинчен шутламан, вăхăтӗнче хутшăннă. Хальхинче юррăма жюрие мар, халăха хаклаттарас килет. Юрă клипне «ВКонтактере», çав шутра Шаман ушкăнӗсене те, Раççей хулисене ярса патăм. Официаллă ушкăнсем хăйсем патӗнче вырнаçтараççӗ ăна. Çапла майпа юрăпа Раççей çыннисем паллашрӗç.
– Малашнехи плансем мӗнле?
– Патриотизм темине малалла тăсса салтаксем çинчен юрă çырас теп-ха. «Ах, танкист, возвращайся скорее» юрă пулать. Ăна эпӗ хамах çырса кӗвӗлетӗп. «Родные», киле таврăнакан СВО салтакӗ пирки юрăсене асăнтăм ӗнтӗ. Наталья Ивакинăпа Крыма халалласа юрă çырасшăн-ха тата. «Родные» юррăн клипне те ӳкерес тетӗп, унта хамăн çывăх тăвансене – аннене, аппапа кукамая – курас килет.
– Чи пысăк ӗмӗт мӗнле сан?
– Çынсене хам пултарулăх çинчен пӗлтересси. Патриотизм, лирика юррисемпе Шаман шайӗнчи юрăç пуласси.
– Шаман сана: «Элина, атя-ха пӗрле юрлар», – тесен килӗшнӗ пулăттăн-и?
– О-о-о, хаваспах!
– Тен, СВОра санăн кам та пулсан пур? Ытти артистсем пек Донбаса салтаксем патне концертпа каяс шухăшсем çук-и?
–Йывăр тема ку, вăрçи часрах вӗçлентӗрччӗ ӗнтӗ. Пурте килӗсене ырă-сывă таврăнччăрччӗ. СВОра, телее, манăн çывăх тăвансем те, пӗлӗшсем те çук. Донбаса каясси пирки вара шухăшлатăп. Кампа çыхăнмаллине кăна пӗлместӗп-ха, пӗр-пӗр пултарулăх ушкăнӗпе ерсе кайса хамăн юррăмсене юрлама хирӗç мар эпӗ. Сăмах май, манăн «Навсегда» юррăм Луганскра FM-радиопа янранă, унта ярса панăччӗ. «Я – Россиянка» клипа курнă хыççăн СВОран пӗр салтак: «Куçусем хитре сан», – тесе комментари çырса ячӗ. «Пысăк тав, ман клипа юлташăрсемпе тăванăрсене кăтартсан савăннă пулăттăм, пӗтӗм Раççейӗпех пӗлтерес килет», – тенине хирӗç вăл: «Халех пӗлеççӗ, эпӗ передовойӗнче», – тесе хуравларӗ. СВОра клипа салтаксем курни маншăн чи пысăк чыс пулчӗ.
– Тавах калаçушăн, Элина, малашне тата пысăк çитӗнӳсем сунатпăр сана!
Ирина КУЗЬМИНА калаçнă.
Э.Нишеван харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев