Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Якуркелӗнче те спорт площадки пур халь

Республикăри пӗртен-пӗр чăваш министр, ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин ертӳçи Александр Шадриков Нурлатри Якурккелӗнче спорт площадкине уçрӗ.

Нурлат районӗ халăха спорта явăçтарассипе республикăра малтисенчен пӗри.  Çулталăкра  мӗн чухлӗ спорт мероприятийӗ иртнине шутласа кăларма та çук. Вӗсене ватти те, вӗтти те хаваспах хутшăнать. Халăха сывă пурнăç йӗркине хăнăхтарасси шăпах массăллă спорта аталантарнинчен пуçланать те. Çитменнине спортпа туслашас текен валли  республикăри хулапа райцентрсенче кăна мар, ялсенче те лайăх условисем пур халь.

Тутарстанри муниципаллă районсенче универсаллă спорт площадкисем тăвассипе 2013 çултанпа республика программи ӗçлет. Çак 5 çулта Нурлат районӗнче кăна футбол, волейбол, баскетбол вылямалли 19 спорт площадки уçăлнă.  Нурлат хулинчисенче, тӗслӗхрен, таканккасем, сӗтелçи теннис вылямалли сӗтелсем, тренажерсем тата ытти те пур. Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ тӗлне якурккелсен те савăнмалли пысăк сăлтав пулчӗ. Кунта сентябрӗн 1-мӗшӗнче çӗнӗ спорт площадкине уçрӗç. 

Куншăн шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗсем  кăна мар, аслă ăру çыннисем те савăнчӗç-тӗр. Мӗншӗн тесен çӗн спорт площадкине çамрăксемпе пӗрле малашне вӗсем те çӳреме пултараççӗ. Сăмах май, кунта та тренажерсен кӗтесӗ пур.

Чăваш ялӗнчи çӗнӗ спорт площадкине уçмашкăн Нурлат район пуçлăхӗ Алмаз Ахметшинсăр пуçне, район кураторӗ, республикăри пӗртен-пӗр чăваш министр, ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин ертӳçи Александр Шадриков килнӗ. Çамрăк спортсменсене саламласа малашне спортра пысăк çитӗнӳсем тума суннă вӗсем. Кам пӗлет, тен, шăпах çак спорт площадкинче футбол, волейбол, баскетбол çăлтăрӗсем çитӗнӗç, кун валли халӗ майсем те, ăста тренерсем те пур вӗт.

Район ертӳçи Алмаз Ахметшин района çакăн пек пысăк парне тунăшăн республика президентне Рустам Минниханова тав тунă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт