Ялавăрсем кубока никама та памарӗç
Нурлатра чăваш кӗрешӗвӗн турнирӗ иртрӗ, Ялавăрсем кубока кăçал та вӗçертмерӗç.
Мартăн 16-мӗшӗнче Нурлат районӗнчи Ялавăр ялӗнче А.Огонев призӗшӗн черетлӗ кӗрешӳ турнирӗ иртрӗ. Шучӗпе хальхи 9-мӗш пулчӗ. Кăçал та вăй виçес текенсем сахалăн марччӗ, кӗрешӳçӗсем Чăваш Енпе Самара облаçӗнчен те килнӗччӗ. Анчах хальхинче те вӗсене питех ăнмарӗ курăнать, мӗншӗн тесен ялавăрсем тӗп парнене – кубока – хальхинче те никама та памарӗç. Çапла 9-мӗш çул Ялавăр команди çӗнсе илчӗ ăна. 2 тата 3-мӗш вырăнсене те тутарстансемех йышăнчӗç. Пьедесталăн картлашкисем çине чистайсемпе элкелсем хăпарма тивӗçрӗç. Сăмах май каласан, наградăсем хальхинче те çителӗклехчӗ, виçе йывăрăшӗсен шутне кура пурӗ 16 комплектчӗ. Турнир мӗнле иртнипе «Сувар» хаçатăн çӗнӗ 11-мӗш номерӗнче вулăр. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев