Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ыран – «Наци кросӗ – 2018»

Республикăри мӗнпур район-хуласенче  «Тутарстан кросӗ – 2018» массăллă ăмăртусем иртеççӗ.

Сентябрӗн 15-мӗшӗнче –  Пӗтӗм Раççейри «Наци кросӗ – 2018» чупу кунӗ. Массăллă спорт мероприятине кăçал çӗршыври 85 регион хутшăнма хатӗррине пӗлтернӗ. 

Спорта юратакансем çав кун  Хусанта Кремлевская Набережная урамӗ тăрăх (Декабристсен урамӗпе хӗресленнӗ вырăнтан пуçласа Саид Галеев урамӗпе хӗресленнӗ таран) чупӗç.

Çав кунах халăха физкультурăпа туслаштарас, активлă канăва хăнăхтарас тӗлӗшпе республикăри мӗнпур район-хуласенче  «Тутарстан кросӗ – 2018» массăллă ăмăртусем иртеççӗ. Унта ӳсӗм çулне, спорт хăнăхăвӗн шайне пăхмасăр хуть кам та хутшăнма пултарать. Пӗрле паспорт (е çуралнă хут), медицина страхованийӗн полисӗ тата тухтăртан справка пулмалла. Çӗнтерӳçӗсене РФ Спорт министерствин кубокӗпе, медалӗпе, дипломӗпе чыслаççӗ. (М. Захаров сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт