News by date 11 February 2024
-
115 çул каялла çак кӗнеке çӗр ӗçӗпе ӗçлекенсене пысăк пулăшу панă
115 çул каялла Чӗмпӗр хулинче (хальхи Ульяновск) «Çӗр ӗçӗ çинчен = О земледелии на чувашском языке» (Симбирск: Типография А. и М. Дмитриевых, 1909) кӗнеке кун çути курнă. Кӗнеке 48 страницăран тăрать. Шел, мӗн чухлӗ тиражпа тухнине палăртман. «Чувашская книга до 1917 года = 1917 çулчченхи чăваш кӗнеки» библиографи кăтартмăшӗнче (библиографи указателӗнче) çак кӗнеке Чăваш наци библиотекин «Кӗнеке палати» уйрăмӗнче кăна упраннине палăртнă. Апла пулсан çак кӗнеке питӗ хаклă пуянлăх тесен те йăнăш пулмӗ.
-
Пачăшкăллă пултăмăр
Эпир икӗ çул каялла «Сувар» хаçат урлă Хусан тата Тутарстан митрополитӗнчен Кирилран Пăва районӗнчи Элшелӗнчи Турă Амăшӗн Пукравӗн чиркӗвӗнче ӗçлеме пачăшкă ыйтнăччӗ. Пурнăçланчӗ пирӗн ӗмӗт.
-
Февралӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра «Çемье абонеменчӗ» проект хута кайрӗ
Эсир ăнлантăр ӗнтӗ, ку проект 2024 çул Раççейре Çемье çулталăкӗ пулнипе çыхăннă. Тӗрӗссипе каласан, пит çӗнех те мар вăл. 12 филиала пӗрлештерсе тăракан ТР Наци музейӗ Г. Камал ячӗллӗ театрпа 2021 çулта ӗçлесе курнă унпа.