Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пачăшкăллă пултăмăр

Эпир икӗ çул каялла «Сувар» хаçат урлă Хусан тата Тутарстан митрополитӗнчен Кирилран Пăва районӗнчи Элшелӗнчи Турă Амăшӗн Пукравӗн чиркӗвӗнче ӗçлеме пачăшкă ыйтнăччӗ. Пурнăçланчӗ пирӗн ӗмӗт.

Çак ялти чиркӳ пӗтӗм Тăхăрьял халăхне пӗрлештерсе тăрать. Кунта ӗçлекен Денис атте (Денис Валерьевич Кириллов) питӗ кăмăллă çын, службăсене кашни уяв тӗлне питӗ лайăх кӗлтуса ирттерет, пире вăй-хăват парать. Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунисен амăшӗсене те нумай кӗлтуса пулăшать. Ывăлӗсене çухатнă çемьесене пачăшкă тӗрев пани питӗ аван тесе шутлатăп.


Эпир, Тăхăрьял çыннисем, çак чиркӳ ӗçленӗшӗн питӗ савăнатпăр. Хам ятран та, пӗтӗм Тăхăрьял çыннисен ятӗнчен те Хусан тата Тутарстан митрополитне Кирила чӗререн тав тăватăп, çирӗп сывлăх сунатăп. 

Лидия ВАСИЯРОВА.


Çӗпрел районӗ, 


Пăрăнтăк станцийӗ.

А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев