Новости за 5 мая 2017
-
5 мая 2017 - 11:25Çӳп-çап хушшинче каллех ачаАпрелӗн 25-мӗшӗнче Çырчаллинчи Перинаталь центрӗ умӗнчи çӳп-çап контейнерӗсем хыçӗнче пӗр уйăхсенчи хӗр ачана тупнă. Следствирен курăннă тăрăх, иртен-çӳренсем йӗнӗ сасса илтсе пепкене асăрханă та больницăна илсе кайнă. Телее, ачан пурнăçӗ хăрушлăхра мар. Хальхи вăхăтра оперативлă шырав ӗçӗсем пыраççӗ.
-
5 мая 2017 - 11:12Кая юлсан та...Кăçал çуркунне ытла кая юлсан та, пахчаçăсем алă усса лармалла тенине пӗлтермест. Çанталăк тăрук ăшăтса яма та пултарать вӗт. Пахчаçăн вара ялан хатӗр пулмалла. - Чи малтан калчасене сивве хăнăхтарма пуçламалла. Кун валли калчасене балкон çине е верандăна кăлармалла. Ун пек тума май çук пулсан, вăхăтран вăхăта форточкăсене уçса илмелле....
-
5 мая 2017 - 11:05Террора хирӗç пӗрлеТăван Çӗршывăн Аслă вăрçи пирӗн çӗнтерӳпе вӗçленнӗренпе 72 çул çитрӗ. Анчах та вăрçă сăмах çӗр çинче çӗнӗрен те çӗнӗрен янăрать. Сӳнме пӗлмен вут-çулăм пек вăл е унта е кунта юнлă йӗрӗсемпе палăрать. Паянхи кун пӗтӗм тӗнче умӗнче тăракан чи пысăк хăрушлăх - терроризм - вăрттăн вăрçă. Ăна хирӗç эпир пӗрле...
-
5 мая 2017 - 09:29Ӳссен эсӗ кам пулан?Раççейре Пушара хирӗç кĕрешес служба йӗркеленнӗренпе 368 çул çитнине тата Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 72 çул çитнине халалласа ТР Пушар хуралӗн Апасри отрячӗн Пăва районӗнчи Хирти Кушкăри сотрудникӗсем Пӳркел ялӗнчи шкулта «Хастарлăх» урокне ирттернӗ. Вӗсем ачасене çăлакан хатӗрӗсемпе мӗнле усă курмаллине тӗплӗн ăнлантарнă. Унсăр пуçне МЧСăн ӗçченӗсен хастар ӗçӗсем...
-
5 мая 2017 - 08:39Киккириклӗ тритонКиккириклӗ тритон (тритон гребенчатый) хӳреллисен отрядне, саламандрсен çемйине кӗрет. Çутçанталăкра питӗ сайра тӗл пулать, йышӗ чакса пырать. Хӗвеланăç Европăра 1979 çултанпа сыхлаççӗ. Вăтам Атăлçи çӗрӗнче Тутарстан, Самар тата Ульяновск облаçӗсенчи Хӗрлӗ кӗнекесене кӗртнӗ. Киккириклӗ тритон Ульяновск облаçӗнчи пур районта та пурăнать. Павловка, Радищево, Кăлаткăпуç районӗсенче вăрман хӗррисемпе çырмасенче тӗл пулать....
-
5 мая 2017 - 07:59Павлăсем «Чăваш пики» суйларӗçТутарстанри «Чăваш пики» конкурса çамрăксем патне хывнă чи кӗске кӗперпе танлаштарма пулать. Вăйпа ирӗксӗрлемесӗрех вăл пирӗн ачасене тăван культурăпа интересленме илӗртет. Мӗнле хӗрупраçăн хитре тум тăхăнса хăйне кăтартас ан килтӗр? Вăт çапла çемçен, чăваш халăх тумӗ, капăрлăхӗсем урлă çак конкурс тăван культурăн алăкӗсене яри уçать. Унта хутшăнас килет-тӗк сăввине те,...