Сувар

Новости за 28 июля 2017

  • 28 июля 2017 - 13:44
    Çулла сӗт урăх йӳнелмест
    Ку хыпара ялта ӗне тытакансем тахçанах кӗтеççӗ. Хаксем кунсерен ӳссе пынă чухне ял халăхӗнчен пуçтаракан сӗт чакни, çулла уйрăмах, ăнлантарма çук япала вӗт. Ӗне симӗс курăк çинипе çак вăхăтра сӗт нумай панипе йӳнелет имӗш. Республикăн сӗт тирпейлекен тата пуçтаракан предприятисем малашне çулла халăхран сӗт хакне чакарса пуçтарассине пăрахăçлама калаçса татăлнă,...
    659
    0
    0
  • 28 июля 2017 - 12:28
    Абитуриент, ырантан эс студент!
    Июлӗн 29-мӗшӗнчен Тутарстанри аслă шкулсем абитуриентсене пӗтӗмӗшле конкурспа вӗренме илме пуçлаççӗ. Чи малтан тӗллевлӗ направленипе килнисене списока кӗртеççӗ. Ку тӗлӗшпе ТР Вӗрентӳпе наука министерстви пӗрремӗш хушу кăларать. Августăн 3-мӗшӗнче тепӗр хушăва алă пусаççӗ. Унта квотăпа пăхăннă чухлӗ абитуриентсене, тӗрӗслевсӗр иртекеннисене, списока кӗртеççӗ. Пӗрремӗш тапхăрта тӳлевсӗр вырăнсен 80 проценчӗ чухлӗ илеççӗ....
    637
    0
    0
  • 28 июля 2017 - 11:12
    20-ри каччă чиркӳ стенисене мӗншӗн вараланă?
    Июлӗн 26-мӗшӗнче Çырчаллинче Çветтуй Вознесени чиркӗвӗн стенисене тата çăл çывăхӗнчи çуртсем çине курайманлăх çуратакан киревсӗр сăмахсем çырса пӗтернӗ. Çапла майпа сăтăрçăсем обществăна, тӗне ӗненекенсене хисеплеменнине кăтартнă пулмалла. Паллах, ку ача вăййи мар, чи малтан закона пăсни. Следовательсем темиçе статьяпа уголовнăй ӗç пуçарнă. Оперативлă шырав вара йӗркене пăсакансене çийӗнчех тытса чарнă....
    642
    0
    0
  • 28 июля 2017 - 08:22
    Депутатсем «чухăн» халь
    (Ирина Трифонова). «Думăра эп çурт-йӗр политикипе, коммуналлă хуçалăх тӳлевӗсемпе, тавралăха тирпей-илем кӗртессипе ӗçлетӗп, ман темăсем вӗсем. Ăнланатăр пулӗ, Дума вăл çурт-йӗр политики кăна мар, обществăн мӗнпур сферипе ӗçлет. Депутата лариччен те çынсемшӗн çак ыйтусемпех тăрăшаттăм-ха», - мухтанарах пуçларӗ хăй сăмахне «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думин депутачӗ...
    766
    0
    0
  • 28 июля 2017 - 08:07
    «КАМАЗ-мастерти» Дмитрий Никитин – чăваш!
    (Вера Александрова). Июлӗн 7-мӗшӗнче Мускавра тапраннă Халăхсен хушшинчи «Пурçăн çул-2017» ралли-рейд иртнӗ шăматкун Китайри Сиань хулинче вӗçленчӗ. Раççей - Казахстан - Китай маршрутпа йӗркеленӗскерӗн пӗтӗмӗшле тăршшӗ 9599 километрпа танлашрӗ. Икӗ эрне хушши: Раççейре - чарăнма пӗлмен çумăр айӗнче, Казахстанра - вӗçсӗр-хӗрсӗр çеçенхирсем тăрăх, Китайра - вӗреме кӗнӗ чухнехи пек пӗçерсе...
    794
    0
    0
  • 28 июля 2017 - 07:33
    «КАМАЗ-мастерти» Дмитрий Никитин – чăваш!
    (Вера Александрова). Июлӗн 7-мӗшӗнче Мускавра тапраннă Халăхсен хушшинчи «Пурçăн çул-2017» ралли-рейд иртнӗ шăматкун Китайри Сиань хулинче вӗçленчӗ. Раççей - Казахстан - Китай маршрутпа йӗркеленӗскерӗн пӗтӗмӗшле тăршшӗ 9599 километрпа танлашрӗ. Икӗ эрне хушши: Раççейре - чарăнма пӗлмен çумăр айӗнче, Казахстанра - вӗçсӗр-хӗрсӗр çеçенхирсем тăрăх, Китайра - вӗреме кӗнӗ чухнехи пек пӗçерсе...
    565
    0
    0
  • 28 июля 2017 - 06:35
    Кун хыççăн кун
    Июль, 29 Хӗвел: тухать - 3.43, анать - 19.56, кун тăршшӗ - 16.13. Уйăх: тухать - 11.08, анать - 22.24. Халăхсен хушшинчи тигр кунӗ. Уйăх календарӗпе - 7-мӗш кун. Канма, халиччен пулса кур­ман çӗнӗ вырăнсене çитсе курма ăнăçлă вăхăт. Çак кун çуралнă: Игорь Крутой (1954), Илле Тукташ (1907 - 1957)....
    576
    0
    0
Реклама